ЧЭСКăн электрон квитанцийĕ: вăхăтра, шанчăклă тата меллĕ

17 Çу, 2021

«Чăваш энергосбыт компанийĕ» АОра /«РусГидро» ушкăна кĕрет/ «Подключайся» конкурсăн виççĕмĕш тапхăрне пĕтĕмлетрĕç. Парнене — йăлара усă курмалли техникăна - Канаш районĕнчи Сухайкасси ялĕнче пурăнакан Геннадий Филиппов çĕнсе илчĕ. Çĕнтерӳçĕсене ку хутĕнче те ăнсăртран тухакан цифрăсен генераторĕпе усă урса палăртрĕç.

Конкурсăн виççĕмĕш тапхăрĕ кăçалхи ака уйăхĕн 1-30-мĕшĕсенче иртнĕ, унта электричествăпа усă курнăшăн тӳлемелли квитанцие электрон майпа илсе тăмашкăн çак тапхăрта çырăннă, çавăн пекех электроэнергишĕн хывмалли парăма туллин тӳлесе татнă уйрăм çынсем хутшăннă.

— Чăваш энергосбыт компанийĕ ярса паракан квитанцисене электрон мелпе илсе тăмашкăн çырăнакан çынсен шучĕ пысăклансах пырать, — терĕ компанин ĕç тăвакан директорĕн электроэнерги сутас енĕпе ĕçлекен заместителĕ Дмитрий Константинов. — Электрон квитанци меллĕ пулнине отпуск вăхăтĕнче республика тулашне е ют çĕршывсене тухса кайнă чылай потребитель пысăка хурса хаклама ĕлкĕрчĕ те ĕнтĕ. Çак мелпе усă курасси ансат: «Клиентăн уйрăм кабинечĕ» сервиспа çыхăнмалла та электрон квитанци илсе тăрассине суйласа илмелле. Квитанци потребителĕн электрон почтипе килет, унпа вăл тӳрех тӳлеме пултарать. Енчен те ыйтусем сиксе тухрĕç тĕк — çавăнтах, «Интернет-приемнăй» урлă, компани специалисчĕсенчен ыйтса тулли хурав илме май пур.

Акци çĕнтерӳçи Геннадий Филиппов хаçат корреспонденчĕпе калаçнă май кăмăллă пулнине пытармарĕ. Нихăçан та нимĕнле акцие те хутшăнман иккен, çавна май парне выляса илине те астумасть. Çак акцири ăнăçу та — кĕтменлĕх. Пĕр сăмахпа, ăннă — пушшех кăмăллă.

— Ялта пурăнатăп та — маншăн шăпах электрон квитанци илсе тăни меллĕ. Почтальон квитанцие вăхăтра илсе килейменшĕн е тӳлев докуменчĕ çухаласран шикленсе пăшăрханма кирлĕ мар. Электрон мелпе усă курнă май пĕлсе тăратăп: вăл çухалмасть, манăн электрон почтăра пулать, электричествăшăн тӳрех тӳлеме пултаратăп. Тавах Чăваш энергосбыт компанине чăннипех кĕтмен парнешĕн.

Ытти потребителе те Чăваш энергосбыт компанийĕнчен тӳлев квитанцине электрон мелпе илсе тăмашкăн çырăнма сĕнмелли çеç юлать: вăхăт та перекетленет, усă курма та меллĕ.

www.hypar.ru Сергей ЖУРАВЛЕВ сăн ӳкерчĕкĕсем

Сăн ÿкерчĕксенче:

•ЧЭСКăн ĕç тăвакан директорĕн заместителĕ Дмитрий Константинов электрон квитанцин лайăх енĕсене пысăка хурса хаклать.
•Энергетиксен парни ку хутĕнче Канаш районне каять.

 

 

Комментари хушас