Чĕр чунсемпе кайăксене шутлаççĕ
![](http://hypar.ru/sites/default/files/pictures/news/title/2022/01/uchet_ptic.jpg)
Кăрлачăн 15-мĕшĕнче Чăваш Енре чĕр чунсемпе кайăксене шутламалли хĕллехи маршрут пуçланнă. Вăл пуш уйăхĕн 10-мĕшĕнче вĕçленĕ.
Çак ĕçе 58 тĕпчев территорийĕнче ирттерме палăртнă. Чĕр чунсен тĕнчине хураллакан тата уйрăмах сыхлакан çут çанталăк территорийĕсен дирекцийĕн инспекторĕсен кăçал 5700 км утса тухмалла пулĕ. Ку пĕлтĕрхинчен 3 пин км ытларах. Маларах палăртса хунă вырăнсенче чĕрнеллĕ тата мамăк тирлĕ тискер кайăксен юр çинчи йĕрĕсене шутлĕç, çавăн пекех пăчăрсене, ăсансене, карăксене тата сăрă хир чăххисене палăртĕç. Çак даннăйсемпе кайран сунар чарăвĕсене хатĕрленĕ чухне усă курĕç.
www.hypar.ru Minpriroda.cap.ru сăн ÿкерчĕкĕ
Комментари хушас