«Чĕмсĕр чикĕсен строителĕсене…» ас тăвăм акцийĕ иртрĕ

28 Юпа, 2020

Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккине тума хутшăннă çынсен пархатарлă ĕçĕ Чăваш Ен кăна мар, Раççей историне пысăк сас паллисемпе çырăнса юлмашкăн тивĕç. ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев сĕннипе ахальтен мар 2021 çула паттăрла çак пулăма халаллаççĕ те. Хĕрарăмсен, ватăсен, ачасен сăмахпа калайми пысăк ĕçне сума сăвакан çулталăкра тĕрлĕ ĕç туса ирттерĕç-ха. Уяв мероприятийĕн вăчăри анлă та пуян пуласса шантарать. Паян Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче çулталăка официаллă майпа уçрĕç те ĕнтĕ. «Чĕмсĕр чикĕсен строителĕсене…» ас тăвăм акцийĕ мероприятисен ярăмне уçрĕ.

— 79 çул каялла Чăваш Республикинче паллă та яваплă тапхăр пуçланнă. Пирĕн асаттесем, асаннесем, ун чухне ача-пăча пулнăскерсем, йывăр ĕç пуçласа ăна кĕске вăхăтрах туса пĕтерме пултарнă. 5 млн кубла метр çĕр чавнă вĕсем. Мĕнех пек туйăнать-тĕр. Енчен те автотранспорт колоннине куç умне куларас тăк вăл Чăваш Енрен тытăнса Новосибирска çитиех тăсăлĕччĕ. Пирĕн тĕллев — ас тăвăма чĕртсе тăратасси. Шăпах унра — вăй, — историе хисепленин пĕлтерĕшне палăртрĕ Олег Алексеевич.

Ленинграда хÿтĕлеме чăваш салтакĕсем те хастар хутшăннă. Чылайăшĕ таврăнайман. Тăванĕсем пуç хунă вырăнсене кашниех çитсе кураймасть. Çакна шута илсех Ленинград облаçĕнчен çитнĕ делегаци «Невский пятачок» лапткăран çĕр илсе килнĕ. Капсула Чăваш наци музейĕнче вырăн тупĕ. Ленинград облаçĕнчи Çар мухтавĕн музейĕнче вара малашне Чăваш Енри хÿтĕлев чиккисенчи тăпра та упранĕ.

Пĕлтерĕшлĕ пулăмсен йышĕнче — Куславкка районĕнче хÿтĕлев чиккин паттăрĕсен ячĕпе палăк лартасси. Ун валли хăйсен çĕр лаптăкне пама кăмăл тунисен патриотиз туйăмне сума суса Республика 100 çул тултарнă ятпа кăларнă юбилей медалĕсемпе чысларĕç.

Уява театрпа кино артисчĕсем — Ленинград хулинче çуралса ÿснĕ Анна Миклош тата Çĕнĕ Шупашкарта çуралнă Анатолий Гущин — ертсе пычĕç. Севастопольтен килнĕ хăнасем те — Хĕрлĕ ялавлă Хура тинĕс флочĕн юрăпа ташă ансамблĕ — куракан кăмăлне тупрĕç.

www.hypar.ru

Татьяна НАУМОВА. Сăн ÿкерчĕксем кунта...

Комментари хушас