Чĕмсĕр чикĕсен хÿхлевĕ...

28 Юпа, 2021

80 çул каялла юпа уйăхĕн 28-мĕшĕнче Сăрпа Хусан хÿтĕлев чиккисене тума пуçланă. Çак пулăма асра тытса Шупашкарти Трактор тăвакансен культура керменĕнче концерт иртрĕ.

Унта ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев хутшăнчĕ. Малтан вăл "Халăх астăвăмĕ. Сăр чикки" куравпа паллашрĕ. "Сăр чиккисене тунă тапхăр халăхăн паттăрлăхне кăтартакан тапхăр. Тыл ĕçченĕсем хушнине вăхăтра пурнăçласа пĕлтĕршлĕ те пысăк ĕç тунӑ. Хĕрсемпе хĕрарăмсем, ватăсемпе ачасем хăйсене шеллемесĕр, выçăлăхпа сивĕлĕхе пăхмасăр ырми-канми тăрăшнă.  Вĕсен паттăрлăхне пирĕн яланах асра тытмалла", - терĕ Олег Алексеевич. Вăл Сăр чиккине чавма хутшăннă ĕç ветеранĕсене Куславкка тăрăхĕнчи Феоктиста Пронюхинăпа Канаш районĕнчи Елизавета Прокопьевӑна медальпе чысларĕ.

Аса илтеретпĕр, хÿтĕлев чиккисене чавма 170 пин çын хутшăннă. Виçĕ уйăхра вĕсем 380 километра тăсăлакан окопсем чавнă.

www.hypar.ru Андрей Михайлов сăн ÿкерчĕкĕсем
 

Рубрика: 

Комментари хушас