Чӑвашран тухнӑ ҫар ҫыннин ывӑлӗ ачасене самолета экскурсие чӗнесшӗн

25 Утă, 2021

Саранскра пурӑнакан Андрей Сапожников хӑйӗн гаражӗнче МиГ-23 истребителе юсаса ҫӗнетнӗ.

Кабинӑна вӑл пӗлтӗр туяннӑ. Ӑна хӑй тӗллӗнех гаража илсе ҫитернӗ те ӗҫе пуҫӑннӑ. Мӗн кирлине пӗтӗмпех туяннӑ. Халӗ пур пускӑч та ӗҫлет. Хӑрушсӑрлӑха уйрӑмах пысӑк тимлӗх уйӑрнӑ, мӗншӗн тесен Андрей унта ачасем валли экскурси йӗркелеме ӗмӗтленет. Самолета шкулсене илсе ҫӳреме те хатӗр вӑл.

Андрей Сапожников Абхазире ӳснӗ. Унӑн ашшӗне, Геннадий Сапожникова, Чӑваш Енрен ҫав тӑрӑха ҫар тивӗҫне пурнӑҫлама янӑ. Вӑл Ми-8 вертолетпа вӗҫнӗ. Уроксем хыҫҫӑн Андрей тӳрех ун патне васканӑ. Ҫар самолечӗсемпе кӑсӑкланасси ҫавӑнтан пуҫланнӑ та.

Ашшӗне Ростов облаҫне куҫарсан ҫемье унта пурӑнма тытӑннӑ. Каярах Андрей мордва хӗрӗпе мӑшӑрланнӑ та Саранска куҫнӑ.

www.hypar.ru Vk.com сăн ÿкерчĕкĕ 

Комментари хушас