Чăваш шыравçисем – черетлĕ экспедицире

19 Утă, 2021

Кола çур утравĕнче, Кильдин утравĕнче /Мурманск облаçĕ/ шырав экспедицийĕ иртет.

Вырăс географи обществипе РФ оборона министерствин Çурçĕр флочĕ ирттерекен ĕçе чăвашсем те хутшăнаççĕ. Экспедицие ертсе пыраканĕ — Раççей географи обществин Чăваш Енри уйрăмĕ çумĕнче ĕçлекен Экспедици отрячĕн ертӳçи Дмитрий Алексеев. Хутшăнакансем: Вырăс географи обществин шырав ушкăнĕ /çавăн пекех — Чăваш Енри уйрăмĕ те/, «Север» шырав пĕрлешĕвĕн ушкăнĕ, Мурманск облаçĕн çар комиссариачĕн ĕçченĕсем, Чăваш телекуравĕн медиа-ушкăнĕ, Çурçĕр флочĕн çар çыннисем, И.Н. Ульянов ячĕллĕ ЧПУн «Георгиевская лента» шырав отрячĕ, Чăваш Республикин шырав отрячĕн çыннисем.

Шыравçăсем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче Кильдин утравĕнче çапăçусем пулнă вырăнсене тишкерĕç.

www.hypar.ru Chuvsu.ru сăн ÿкерчĕкĕ

 

Комментари хушас