Чăваш Енри халăхсен юмахĕсем пичетленсе тухнă

22 Раштав, 2021

Чăваш кĕнеке издательствинче «Сказки народов Чувашии. Чăваш Енри халăхсен юмахĕсем» кĕнеке пичетленсе тухрĕ. Ăна 6 çултан аслăрах ачасем валли хатĕрленĕ.

Çĕршывăн варринче, Атăл хĕрринче вырнаçнă Чăваш Енре тĕрлĕ халăх çыннисем килĕштерсе пурăнаççĕ. Тĕп халăх — чăвашсем, вырăссем те пысăк йышлă. Çавăн пекех ытти халăхшăн та пирĕн реcпубликăмăр тăван кил пулса тăнă. Çĕнĕ кĕнекере чăваш, вырăс, тутар, мордва, мари, удмурт, пушкăрт, украин, белорус, эрмен, азербайджан, грузин, чечен, таджик, узбек, казах, еврей, чикан халăх юмахĕсем вырăн тупнă. Вĕсене пухса хатĕрлекенĕ — Ольга Васильева, чăвашла куçараканĕ — «Çамрăксен хаçачĕн» корреспонденчĕ Ирина Кошкина. Сăмах май, Иринăн куçарăвĕсем кĕнекере пуçласа пичетленчĕç. 

Палăртмалла: Чăваш Енре пурăнакан халăхсем çинчен материал тишкернĕ чухне Виталий Ивановпа Георгий Матвеевăн «Чăваш Республикин этнокультура портречĕ» пысăк пулăшу кӳнĕ.

www.hypar.ru 

Рубрика: 

Комментари хушас