Чăваш Енре Креатив кластерне йĕркеленĕ
Тивĕçлĕ килĕшĕве кĕçнерникун алă пуснă. Кластерăн управляющи компанийĕ пулма «Пĕтĕм тĕнчери экономикăн креативлă информацийĕн центрĕ» АНОна çирĕплетнĕ.
— Кластер креатив экономикин аталанăвĕ валли условисем йĕркелемешкĕн пулăшма тивĕç. Вăл пултарулăх индустрийĕнче кирлĕ, тивĕçлĕ пĕлӳллĕ тата ăста кадрсене хатĕрлессине хăйĕн çине илĕ, — терĕ вице-премьер — экономика аталанăвĕн министрĕ Дмитрий Краснов.
Çĕнĕ пĕрлĕхе «Манăн бизнес» тытăмĕнче ĕçлекен Кластер аталанăвĕн центрĕ тăрăшнипе йĕркеленĕ. Стартра кластера креативлă 20 предпринимательпе компани кĕнĕ. Çывăх вăхăтра вĕсен йышĕ 50-а çитмелле. Кластер йĕркелени креатив экономикинчи производство, креатив бизнесне хывакан инвестицисен калăпăшне ӳстерме май парĕ.
Çапла вара халь регионти клстерсен шучĕ пиллĕке çитрĕ. Палăртни вырăнлă: кластерсен членĕсем пĕрлехи проектсене пурнăçламашкăн патшалăх пулăшăвĕпе — 300 миллион тенкĕ таран — усă курма пултараççĕ. Унсăр пуçне «Манăн бизнес» центр çĕнĕ продуктсем туса кăларассине тĕревлеме, вĕсене сертификацилеме, рынока кăларма пулăшать. Çав шутра — предприятисене тĕрлĕ конгресс-курав мероприятийĕсене явăçтарса.
Комментари хушас