Чăваш энергосбыт компанийĕ ачасене пулăшать

12 Чÿк, 2021

Чăваш энергосбыт компанийĕ (Трансэнергопром компанисен ушкăнĕ) ачасене пулăшасссине малалла тăсать. Сăмах — пуринчен ытла пулăшу кирлĕ ачасем пирки.

Ку хутĕнче энергетиксем Пăрачкаври тăлăх тата ашшĕ-амăшĕн ăшшисĕр юлнă ачасен центрĕнче пурăнакан талантлă арçын ачана пулăшас тенĕ.

Виçĕ çул каяллах Никита Мускаври картишсем тăрăх чупнă — тусĕсемпе пĕрле çĕнĕ киленӳпе, граффитипе, аппаланнă. Ачасем пĕр-пĕринпе тупăшнă та: стена çине хăйĕн «тегне» — автор никнеймне — хăшĕ лайăхрах ӳкерет? Ытларах чухне тег кĕске пĕр сăмахран е аббревиатурăран кăна тăрать. Ĕç пахалăхне ӳкерчĕк каллиграфи енĕпе интереслĕ пулнине кура хаклаççĕ. Çур çул каялла вара çамрăк çыннăн пурнăçĕ тĕпрен улшăннă — 360 градус чухлех çаврăнса кайнă…

Унăн амăшĕпе 4 çулти шăллĕ кивĕ проводкăна пула пушар тухнă хваттерте юлнă. Никита та çуртран инçе мар пулнă, анчах çывăх çыннисене пулăшмашкăн чупса çитсе ĕлкĕреймен.

Кукамăшĕ Чăваш Енре те — 16 çулти ачана çавăнпа Пăрачкава янă. Вăл хăйне тăван пек йышăннă ача çурчĕ валли мĕн те пулин илемли ӳкерме ĕмĕтленнĕ, стенана çамрăксен стилĕпе ӳкерсе илемлетес шухăш çуралнă. «Чудо» ыр кăмăллăх фончĕ унăн ĕмĕчĕ çинчен социаллă сетьсенче çырса пĕлтернĕ. Ăна Чăваш энергосбыт компанийĕнче асăрханă — тӳрех пулăшма йышăннă. Никитăна сăрăсемпе тивĕçтернĕ, вăл çийĕнчех спорт залĕн стенине ӳкерме пуçланă.

— Курасчĕ сирĕн — куçĕсем мĕнле çиçеççĕ! — пĕлтерчĕ Пăрачкаври тăлăх тата ашшĕ-амăшĕн ăшшисĕр юлнă ачасен центрĕн директорĕ Людмила Порфирьева. — Ачасене пулăшнине курсан хамăн та куçсем шывланаççĕ — питĕ кăмăллă. Вĕсем маншăн пурте тăван пек вĕт. Киле кайма тухрăм — Никита вара спорт залĕнчехчĕ-ха, ӳкеретчĕ, малалла мĕнлерех ӳкермелли пирки шухăшлатчĕ, тусĕсене хăйĕн киленĕçĕ çинчен каласа паратчĕ. Халь ытти ача та ун хыççăн туртăнать — шедеврсем мĕнле çуралнине курма вĕсене те интереслĕ. Чăваш энергосбыт компанине Çĕр çинчи чи хаклă çынсене — ачасене — пулăшнăшăн чунтан тав тăватпăр!

www.hypar.ru Сергей ЖУРАВЛЕВ сăн ӳкерчĕкĕсем
 

Комментари хушас