Чăваш Ене килсе куракан туристсен шутне 1 миллиона çитермелле
Патшалăх Канашĕн кĕçнерникун иртнĕ черетлĕ улттăмĕш сессийĕнче ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев Министрсен Кабинечĕн 2021 çулхи ĕçĕ çинчен отчет турĕ.
«Çитĕнӳсене палăртăпăр, çитменлĕхсем, вĕсене мĕнле тӳрлетесси çинчен те калаçăпăр», — хăйĕн сăмахне Олег Николаев çапла каласа пуçларĕ. Вăл палăртнă тăрăх, Правительствăн иртнĕ çулхи ĕçĕ халăх пурнăçне лайăхлатас тĕллеве тĕпе хунă. Çавна май отчетăн малтанхи пайĕ наци проекчĕсене мĕнле пурнăçлани çинче никĕсленчĕ. Маларах республика 11 нацпроекта тӳрре кăларас енĕпе ĕçленĕ пулан, пĕлтĕр 12-мĕшне те кӳлĕннĕ — туризма аталантармалли наци проекчĕн мероприятийĕсене те пуçарнă. Шăпах ун валли уйăрнă укçапа туллин усă курайман — тĕрлĕ сăлтава пула 270 миллион тенке ĕçе кĕртеймен. Анчах çак укçа, çирĕплетрĕ Олег Алексеевич, çухалман, тивĕçлĕ контрактсене тунă — укçапа кăçал усă курĕç. Республика, иккĕленмест вăл, тĕллеве — Чăваш Ене килсе куракан туристен шутне 1 миллиона çитерессине, пурнăçлатех.
Уйрăм тема — сывлăх сыхлавĕ. Ун валли уйăракан укçа виçине чылай пысăклатма май килнĕ, ку нумай енĕпе курăмлă ĕçсем пурнăçлама пулăшнă — санавиацие аталантарнинчен тытăнса телемедицинăна вăй пани таран. «Перекетлĕ технологисене» ĕçе кĕртнĕ май Чăваш Енри поликлиникăсенчен çурринче медпулăшу кӳмелли условисене лайăхлатма пултарнă. Çапах, пытармарĕ регион ертӳçи, çивĕч ыйтусем те çук мар. Калăпăр, медицинăра, уйрăмах унăн пуçламăш сыпăкĕнче çав-çавах кадрсем çитмеççĕ. Паянхи кун тата 350 çын кирлĕ. Хăй вăхăтĕнче урăх регионсене, хуласене куçса кайнă медиксем, фармацевтсем каялла таврăнас туртăм пурри /пĕлтĕр 64 çын таврăннă/ шанăç кӳрет, çапах ку кăна çителĕксĕрри те куçкĕрет — тивĕçлĕ мерăсем йышăнмалла. Çав шутра медицина учрежденийĕсен çĕнĕ çурчĕсене туса шурă халатлисен ĕç условийĕсене лайăхлатнин витĕмĕ те палăрĕ.
Республика клиника больницин 1,3 пин вырăнлăх çĕнĕ корпусне тума пуçламашкăн хатĕрленес ĕçсем пыраççĕ. Планра çавăн пекех Республикăн ачасен клиника больницин сиплевпе диагностика корпусĕн тата онкологи диспансерĕн пысăк технологиллĕ радионуклид тата пайăрка медицинин центрĕн строительстви. Паллах, çĕнĕ клиникăсем чи малтан халăх сывлăхне упрама кирлĕ. Çынсем вилесси ӳснĕ тапхăрта ку пушшех пĕлтерĕшлĕ. Коронавирус кăтартăвĕ хурлăхлă: пĕлтĕр виçĕм çулхинчен 1,6 пин, 9%, нумайрах çын вилнĕ. Ача çуратасси вара 2% чакнă — çут тĕнчене 240 ача сахалрах килнĕ.
Вĕрентӳ сфери тĕлĕшпе тимлĕх пысăккине ЧР Пуçлăхĕ пайăррăн палăртрĕ. Пĕлтĕр Патăрьел тата Муркаш районĕсенче икĕ шкул хута янă, виççĕмĕшĕнче, Шупашкарти Сад микрорайонĕнче, ĕçсем малалла пыраççĕ. Пĕтĕмпе вĕрентĕвĕн 90 ытла объектне тĕпрен юсама мехел çитернĕ.
Культурăпа спорт çине те алă сулман. Элĕкре бассейн хута янă, Ишлейре те бассейн пулĕ — физкультурăпа спорт комплексĕн строительствине кăçалхи çулла вĕçлемелле. Муркаш районĕнчи Ярапайкассинче çĕнĕ культура çурчĕ хута кайнă. Чăваш патшалăх филармонийĕн вăраха кайнă реконструкцине тинех вĕçленĕ, искусство шкулĕсене, нумай ытти объекта çĕнетнĕ. Пушкин карттине ĕçе кĕртнĕ — унпа ачасемпе çамрăксене сутнă билетсен шучĕпе регион Раççей шайĕнче лидерсен шутĕнче.
Комментари хушас