Чăваш Ене 100 миллион тенкĕ параççĕ

9 Авăн, 2020

Юнкун Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ.

ЧР пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев ларăва уçнă май республикăн сывлăх сыхлав тытăмĕшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ хыпар пĕлтерчĕ. РФ промышленноç министрĕн Денис Мантуровăн пуçарăвĕпе Чăваш Ене 100 миллион тенкĕ пама йышăннă. «Ку укçапа васкавлă медицина пулăшăвĕн машинисене туянăпăр. Çулталăк вĕçлениччен çак ĕç-хĕле пурнăçласан сиплев учрежденийĕсен техника паркĕ тĕпрен çĕнелĕ», — терĕ Олег Алексеевич, ЧР Сывлăх сыхлавĕн тата Финанс министерствисене медицина организацийĕсен автопаркне çĕнетессине вăраха ямасăр пуçăнма хушу пачĕ.

Правительство членĕсем черетлĕ ларура 23 ыйту пăхса тухрĕç. ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн пĕрремĕш заместителĕ — финанс министрĕ Михаил Ноздряков 2021 çул валли ĕç рынокĕн регион хăйне евĕрлĕхне палăртакан коэффициента çирĕплетесси пирки доклад турĕ. Ку проект, тĕпрен илсен, Раççей Федерацийĕнче патент йĕркипе ĕçлекен ют çĕршыв гражданĕсен тупăш налукĕпе çыхăннă. Налук кодексĕпе килĕшÿллĕн вĕсен патент вăйра тăнă тапхăрта уйăхсерен 1200 тенкĕ аванс тÿлевĕ хывмалла. Çак виçене çулталăклăх палăртнă коэффициент-дефлятор тата ĕç рынокĕн регион хăйне евĕрлĕхне палăртакан коэффициент чухлĕ индексацилеççĕ. «Ют çĕршывсенчен килекен ĕç вăйне йĕркелес тата Чăваш Республикин тупăшне чакарас мар тесе регион коэффициентне 2015-2020 çулсенчи шайрах — вăл 2-пе танлашать — сыхласа хăварма сĕнетпĕр», — терĕ Михаил Ноздряков. Сăмах май, кăçалхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне республика бюджетне çакăн евĕрлĕ тÿлевсем 11 миллион ытла тенкĕлĕх кĕнĕ.

ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — экономика аталанăвĕн министрĕ Дмитрий Краснов муниципалитет йĕркеленĕвĕсен хăй тытăмлăх управленийĕсен органĕсен 2019 çулхи ĕç-хĕлĕн кăтартăвĕсен конкурсне пĕтĕмлетни çинчен пĕлтерчĕ. Хула округĕсен хушшинче Шупашкар хули мала тухнă, 2 миллиона яхăн тенкĕлĕх гранта тивĕçнĕ. Районсен хушшинче Шупашкар тата Вăрнар районĕсем малта, вĕсене те 1 миллион ытла тенкĕлĕх грантсемпе хавхалантарнă.

Чăваш Республикин патшалăх парăмне тытса тăмалли тăкаксен перекетленнĕ укçи-тенкине муниципалитетсене пайласа пама йышăнчĕç. Субсидипе районсемпе хуласем вĕрентÿ, физкультура тата спорт тытăмĕнчи ыйтусене татса пама усă курĕç. Сăмах май, муниципалитетсен çак сферăри бюджет тата автономи учрежденийĕсене тытса тăма маларах 300 миллион ытла тенкĕ уйăрнă пулнă.

Муниципалитсене ялсене хăтлăлатма, аталантарма та хушма укçа парĕç. Кун пирки ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов «Чăваш Республикинчи яллă территорисене комплекслă аталантарасси» патшалăх программине улшăнусем кĕртесси пирки каланă май пĕлтерчĕ. Тÿрлетÿсем, тĕпрен илсен, ялсене хăтлăлтамалли тата аталантармалли проектсене пурнăçа кĕртмелли мероприятисене хушассипе çыхăннă. Сергей Артамонов ЧР Министрсен Кабинечĕн 2010 çулхи раштавăн 29-мĕшĕнчи йышăнăвне улшăнусем кĕртнĕ май улма-çырла, пахча çимĕç ÿстерме теплица тума, реконструкцилеме, модернизацилеме илнĕ кредитсемпе усă курмалли вăхăта 8 çултан 12 çула çити тăсасси, кредит организацийĕсем кредитăн тĕп парăмĕсене тÿлес тĕлĕшпе пĕр çулталăклăх отсрочка парасси çинчен пĕлтерчĕ.

Ларура çавăн пекех ялта пурăнакан муниципалитет служащийĕсен ипотека кредичĕсен процент тăкакĕсен пĕр пайне республика бюджетĕнчен саплаштарассипе çыхăннă йышăну проектне те пăхса тухса çирĕплетрĕç.

«Культура тата туризм аталанăвĕ» патшалăх программине те улшăнусем кĕртме йышăнчĕç. ЧР культура министрĕн заместителĕ Татьяна Казакова пĕлтернĕ тăрăх, вĕсем, тĕпрен илсен, районсемпе хуласене культура учрежденийĕсен пурлăхпа техника никĕсне çирĕплетме, çуртсен строительстви, реконструкцийĕ валли республика бюджетĕнчен укçа уйăрса парассипе çыхăннă.

www.hypar.ru

Валентина БАГАДЕРОВА.

Комментари хушас