Чăваш Ен пурнăç пахалăхĕпе 5 картлашка малалла сикнĕ
Пĕлтĕр Чăваш Ен пурăнмалли 716 пин тăваткал метр çурт-йĕр хута янă — виçĕм çулхинчен чылай нумайрах. Çакăнта строительсене тĕревлемелли, граждансенем хваттер туянма пулăшмалли мерăсемпе усă курнин витĕмĕ пысăк. Калăпăр, уйрăм категорисен ипотекăшăн хывакан пуçламăш тӳлевне саплаштарни. Ку меслетпе 272 çемье усă курнă. 2021 çулта çул-йĕр инфратытăмне аталантарас енĕпе малалла ĕçленĕ. Çулсен 460 километрне юсанă, çĕнĕ 8 километр çул хывнă.
Социаллă хӳтлĕх тĕлĕшпе тимлĕх пысăккине Олег Николаев тĕрлĕ категорие çĕнĕ çăмăллăхсемпе тивĕçтернипе çирĕплетрĕ — нумай ачаллă çемьесенчи ачасене шкулта тӳлевсĕр апатлантарнинчен тытăнса сахал тупăшлă граждансен газ кĕртмелли оборудовани туянма кайнă тăкакĕсен пĕр пайне саплаштарни таран. Çак тата ытти мера, паллах, çынсен пурнăç пахалăхне те витĕм кӳрет. «РИА рейтинг» агентство пĕтĕмлетнĕ тăрăх, пурнăç пахалăхĕпе Чăваш Ен пĕлтĕр пилĕк картлашка малалла сиксе Раççейре 34-мĕш вырăна çĕкленнĕ. Атăлçи округĕнче вăл пиллĕкмĕш позицире. Отчета Олег Николаев ӳсĕмлĕ кăтартусене упраса хăварас тĕлĕшпе кашнин хăйĕн ĕçне тӳрĕ кăмăлпа пурнăçламаллине палăртнипе вĕçлерĕ — çакă кашни çын тăван республика аталанăвне хывакан курăмлă тӳпе пулĕ.
Депутатсен ыйтусем пама юрать — вĕсем çак майпа туллин усă курчĕç. Вăрçă ачисен çăмăллăхĕсем, республикăра пурăнакансен кунта лайăх шалуллă вырăн сахаллине пула ютра ĕç шырама тивни, çынсем вилесси ӳсни, муниципалитет округĕсене йĕркелени тата ытти те — Олег Николаев кашни ыйтăва туллин хуравларĕ.
Вăрçă ачисене илес тĕк — республика вĕсене çăмăллăхсемпе тивĕçтерессине анлăлатсах пырĕ. Олег Алексеевич çамрăксем Чăваш Енрен тухса кайнипе çивĕчлĕх пуррине те хирĕçлемерĕ. Яш-кĕрĕм шкул пĕтеричченех çавнашкал тĕллеве тĕпе хуни, паллах, тĕрĕс мар. Апла ан пултăр тесен вĕсене ачаллах профориентаци енĕпе хатĕрлемелле — предприятисенче пулса курччăр, кунтах ĕçлеме, лайăх тупăш илме май пуррине курса ĕненччĕр. Муниципалитет округĕсем йĕркеленинче вара регион ертӳçи лайăххине кăна курать. Вырăнти влаç хальччен икĕ шайлă пулнă — районсен тата ял тăрăхĕсен. Яваплăх пĕр тытăмра пулни нумай ыйтăва татса парассине ансатлатать. Тепĕр енчен, перекет те курăмлă.
Комментари хушас