Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев «КЕТРА» завод ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕ

10 Çурла, 2023

Паян Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев Трак ене çитнĕ. Олег Алексеевича строительство керамикин «КЕТРА» завочĕн территорийĕнче «ТУС» ХАОн генеральнăй директорĕ, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Николай Угаслов, завод ертÿлĕхĕ кĕтсе илнĕ.

Строительство керамикин «КЕТРА» завочĕн ырă ячĕ пирки тахçанах илтнĕ, унта хам та çитсе курма тахçанах ĕмĕтленеттĕм. Çитес канмалли кунсенче строительсем хăйсен професси уявне паллă тăваççĕ. Çавна май праçник умĕн сирĕн патăрта эпĕ, — терĕ Олег Алексеевич.

Николай Федорович ăна хăйсен ĕçĕ-хĕлĕ, тĕллевĕсем пирки каласа кăтартрĕ.

Вăхăт шав малалах шăвать. Кăçал строительство керамикин «КЕТРА» заводĕнче пĕрремĕш продукци кăларнăранпа вунă çул çитрĕ, — палăртрĕ вăл.— Асăмран каймасть 2013 çулхи çĕртме уйăхĕн вĕçĕ. Ун чухне завода савăнăçлă лару-тăрура уçрăмăр. Тепĕр тапхăртанах вăл пахалăхлă кирпĕч кăларма тытăнчĕ. Завод 10 гектар лаптăк йышăнать.

Олег Николаева заводăн цехĕсене кĕртсе кăтартрĕç.

Кунта тĕп компонент — тăм. Унăн икĕ карьери Красноармейскинче тата Туçи Чуракассинче вырнаçнă. Акă тăма транспортер лентипе куçаракан конвейер ĕçлеме тытăнать. Тăма трепел, пăчкă кĕрпи хушаççĕ, лайăх çăрнăскере çĕçĕсем касса кирпĕч формине параççĕ, вăл вара тĕрлĕ оборудовани витĕр тухса типĕтмелли вырăна ăсанать, кунта пĕр тапхăр тытнă хыççăн кушăхнă кирпĕч çут çанталăк газĕпе ĕçлекен кăмакасене пырса кĕрет. Хĕртнĕ, «пиçсе çитнĕ» кирпĕч кунтах сивĕнет. Ăна çывăхри хатĕр лаптăка куçараççĕ, заводран ăсатма хатĕрлеççĕ. Тÿрех каламалла: кунта алă вăйĕпе пунăçламалли пĕр ĕç те çук.

Ун хыççăн пурте заводăн информзалне пухăнчĕç. Николай Угаслов кĕске сăмах каларĕ:

Кирпĕч заводне хута ярсан ĕç вăйĕ пирки сахал мар шутланă эпĕ, — терĕ вăл. — Рабочисене Шупашкартан турттармалла пулмасть-и? Йăнăшнă иккен. «КЕТРА» заводра, тĕпрен илсен» вырăнти çынсем тăрăшаççĕ. Çак тапхăрта вĕсене тĕрлĕ çĕрте вĕрентрĕмĕр, профессии шайне ÿстертĕмĕр. Ĕç укçи те япăх мар ĕçлесе илеççĕ.

Вырăнти организацисемпе тачă çыхăнса ĕçлетпĕр. Çулленех вырăнсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене лартнă палăксене юсама тÿлевсĕр кирпĕч уйăратпăр, ытти ĕçе тума, йывăрлăха кĕрсе ÿкнĕ çемьесене пулăшатпăр.

Строительство керамикин «КЕТРА» завочĕ республикăра паянхи вăхăт ыйтакан предприятисенчен пĕри, — палăртрĕ республика Пуçлăхĕ Олег Николаев. — Эсир заводра пысăк пахалăхлă строительство материалĕсем туса кăларатăр. Сирĕн продукцирен хамăр патра тата унăн тулашĕнче пурăнмалли çурт-йĕр тата социаллă обьектсем тăваççĕ. Вунă çул хушшинче эсир чăрмавлă çул утса тухрăр, хăвăр тытăмра лидерсен шутне кĕтĕр. Халĕ сирĕн продукцие Чăваш Ен тулашĕнче те аван пĕлеççĕ, ăна туянакансен георграфийĕ анлăланчĕ. Пирĕн пĕр тĕллев — çынсене пурăнма тивĕçлĕ условисем туса парасси, Чăваш Ене аталанма çирĕп никĕс хывасси.

Олег Николаев пурне те çывхаракан Строительсен кунĕ ячĕпе саламларĕ, ăнăçу сунчĕ. Вăл çак кунсенче çуралнă кунне паллă тăвакан Сергей Никифорова парне тата алла çыхмалли сехет пачĕ.

Завод ĕçченĕсене çавăн пекех ЧР строительство, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх, промышленность тата энергетика министрĕсен çумĕсем Михаил Коледапа Дмитрий Гринев тав сăмахĕсем çитерчĕç.

Тĕл пулура округ пуçлăхĕ Павел Семенов та сăмах илчĕ. Павел Юрьевич «КЕТРА» ĕçченĕсене професси уявĕпе саламланă май асăннă предприяти округ бюджетне пысăк тÿпе хывнине палăртрĕ. Вăл ĕçченсен пĕр ушкăнне оругăн тав çырăвĕсене пачĕ.

— «Вĕрентÿ» наци проекчĕпе Трак вăтам шкулне тĕпрен юсаса çĕнетме май килнишĕн Сире, Олег Алексеевич, тав сăмахĕ калатпăр, — терĕ «КЕТРА» ĕçченĕ Вера Маркова. — Халĕ пирĕн ачасен вĕренсе воспитани илме хуларинчен пĕртте кая мар. Тата пирĕн округ вĕренекенсене апатлантарас енĕпе элĕксемпе пилотлисен йышне кĕчĕ. Эпир çакăнпа та кăмăллă.

www.hypar.ru

Комментари хушас