Чăваш Ен Лев Кураковпа сыв пуллашрĕ

23 Раштав, 2020

Паян Шупашкарта 20 çула яхăн И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн ректорĕ пулнă паллă академикпа Лев Кураковпа сыв пуллашрĕç. Юлашки çула ăсатма тусĕсем, ĕçтешĕсем, пĕлĕшĕсем тĕрлĕ регионтан çитнĕ.

Экономист ăсчаха пурте ырă сăмахпа аса илчĕç. Пурăннă чухне Лев Пантелеймонович чăваш халăхĕшĕн ырми-канми тăрăшнă. Ректорта ĕçленĕ вăхăтра ял ачисене аслă пĕлӳ парассишĕн нумай вăй хунă. Вăл тăрăшнипе республикăри районсенче, Индире ЧПУн филиалĕсем уçăлнă. Юлашки çулсенче профессор Чăваш Республикинче пурăнакан халăхсен ассамблейин председателĕ пулнă.

«Вăл çĕр çине çын пулса килнĕ, çынлăха çухатмасăр пурнăçран уйрăлчĕ», — палăртрĕ çывăх тусĕсенчен пĕри Бассам Аль-Балауи. Çынлăх этемĕн чи лайăх енĕ пулнине Лев Пантелеймонович «Хыпар» хаçата кăçалхи çурла уйăхĕнче панă интервьюра та палăртнăччĕ: «Вăл — чи лайăх должноç. Чи малтан ахаль çынсене юратмалла, мĕншĕн тесен должноçсем пулаççĕ те иртеççĕ».

Чăваш халăхĕн мухтавлă ывăлĕ Явăш масарĕнче канлĕх тупрĕ.

www.hypar.ru Russian.rt.com сăн ÿкерчĕкĕ

cap.ru căн ÿкерчĕкĕсем кунта...

 

Комментари хушас