«Çĕр ĕçĕн культури ӳссе пырать»

14 Утă, 2021

Паян Çĕрпӳ районĕнчи Михайловка ялĕн тăрăхĕнче республикăри «Уй кунĕ» курав уçăлчĕ. Кăçал вăл 16-мĕш хут иртет. Унта хутшăнакансене ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев саламларĕ.

«Кашни çулах пирĕн мăнаçланмалли сăлтавсем пур. Çитĕнӳсем те пур. Ял хуçалăхĕ малаллах аталанса пырать. Эсир пурте хăвăр ĕçе парăннă, ăна юратакан çынсем. Малашне çĕнĕ плансем тăвăпăр», - терĕ Олег Алексеевич. ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ — ЧР ял хуçалăхĕн министрĕ Сергей Артамонов çĕр ĕçĕн культури çулран çул ӳссе пынине, фермерсен хушшинче конкуренци ӳссе пынине палартрĕ.

Хăнасем çĕре сухаламалли, акмалли, выльăх апачĕ хатĕрлемелли, тыр-пула пухса кĕртмелли техникăн выставкипе интересленсех паллашрĕç.

www.hypar.ru Роза Власова сăн ӳкерчĕксем
 

Рубрика: 

Комментари хушас