Çĕнĕ троллейбуссем çула тухнă

8 Нарăс, 2021

Шупашкарта пассажирсене çĕнĕ троллейбуссем илсе çÿреме тытăннă.

Чăваш Ене нумаях пулмасть килсе çитнĕ çĕнĕ 10 троллейбуса республика Правительстви Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар троллейбус управленийĕсене панă. Тĕп хулара малтанхи 4 троллейбус маршрута тухнă та ĕнтĕ. Вĕсенчен иккĕшĕ 1-мĕш маршрутпа çÿрет, теприсем – 18 тата 21-мĕшсемпе. Тепĕр тăватă троллейбус çак эрне вĕçĕнче хула урамĕсемпе çÿреме тытăнĕ. Çĕнĕ Шупашкарта çĕнĕ транспорт çак эрне вĕçĕнче 54-мĕш маршрутпа çула тухĕ. Республикăна илсе килме палăртнă 68 троллейбусран паянхи куна 31-шĕ çитнĕ.

www.hypar.ru

Вера ЭВЕРККИ хатĕрленĕ.

Комментари хушас