«Çеçпĕл йĕрĕпе» поэма 5 чĕлхепе кун çути курчĕ

10 Авăн, 2025

Ку хайлав Лидия Филиппова журналист-çыравçăн хăйĕн ентешне – Çеçпĕл Мишши поэта – халалласа çырнă иккĕмĕш поэми ĕнтĕ. Пĕрремĕшĕ 2022 çулта «Хальхи самана» («Век нынешний») ятпа кун çути курнăччĕ.

Çĕнĕ поэмăна тăван чĕлхепе пĕрлех вырăсла (куçаруçи Любовь Петрова), акăлчанла (Надежда Колесникова), украинла (Надежда Лисовая) тата марилле (Дина Рычкова) тĕрĕс тата илемлĕ куçарма пултарнă. Çакă вулакансен йышне тата та ÿстерме май парать. Сăмах май, вырăсла тата акăлчанла куçару варианчĕсем виççĕ таранах пулса кайна иккен. Çавăнпа вĕсене уйрăм кĕнекен кăларас шухăш пуррине те пĕлтерчĕ Лидия Ивановна.

Поэмăра автор Çеçпĕл Мишшин пурнăçĕпе пултарулăхĕн çулĕпе утать, Шăхасанта, Теччĕре, Хусанта, Мускавра, Евпаторире, Харьковра, Киевра, Остерта «пулать», унăн шăпине, чун ыратăвĕне тата хастарлăхне ăнланма тăрăшать.

- «Çеçпĕл йĕрĕпе» поэма чăваш литературин хаклă еткерĕ пулса тăчĕ. Вăл вулакансене Çеçпĕл Мишшин таланчĕпе çывăхрах паллашма, унăн сăввисене тарăнрах ăнланма хистет. Поэма хăйĕн илемĕпе тата шухăш тарăнăшĕпе тыткăнлать. Лидия Филиппова сăвă йĕркисемпе Çеçпĕл Мишшин чунне уçса парать, унăн пурнăç çулĕнчи йывăрлăхсене, ĕмĕт-шухăшĕсене вулакан патне çитерет. Поэтăн сăнарĕ чĕрĕлле, уççăн курăнать, унăн пултарулăхĕ вара халăхшăн мĕнле пĕлтерĕшлĕ пулнине ăнланма пулăшать. Кĕнекене тĕрлĕ чĕлхепе куçарни чăваш литературишĕн пысăк çитĕнÿ пулса тăрать. Çакă вара тĕнчери вулакансене пирĕн культурипе паллашма, чăваш поэзине юратма май парать. Куçаруçăсен ăсталăхĕпе пула Çеçпĕл Мишшин сăввисем тĕрлĕ халăх чĕлхисемпе янăраççĕ, вĕсен илемĕпе тарăнлăхĕ сыхланса юлать… – палăртать  кĕнекен редактор-консультанчĕ Чăваш халăх поэче Юрий Сементер.

«Çеçпĕл йĕрĕпе» поэма пире хамăрăн историпе культура еткерлĕхне хисеплеме, чăваш литературин пуянлăхне упрама хистет. Кĕнеке пичетленсе тухни тата ăна халăх умне кăларни – чăваш интеллигенцийĕшĕн те, вулакансемшĕн те пысăк уяв.

www.hypar.ru

Рубрика: 

Комментари хушас