«Çавра сĕтел» иртĕ

Степан Шумков /вăл Стихван Шавли псевдонимпа çырнă\ çуралнăранпа авăн уйăхĕн 15-мĕшĕнче 110 çул çитет. Çав кун Чăваш Ен Наци вулавăшĕ «çавра сĕтел» ирттерĕ, ăна библиотекăн Ютуб-каналĕнче кăтартĕç.
Стихван Шавли 1910 çулта Самар облаçĕнчи Шунтал районĕнчи Чулçырма ялĕнче çуралнă. Вĕренес туртăмĕ тата талпăнулăхĕ пысăк пулнăран Куйбышеври тата Хусанти педагогика институчĕсенче вĕреннĕ. 1939 çулта Шупашкара куçса килсен «Сунтал» журнал редакцийĕнче, Чăваш АССРĕн писательсен союзĕн правленийĕнче, Чăваш кĕнеке издательствинче ĕçленĕ.
Стихван Шавли сăвăç тата куçаруçă пулнă. Унăн пултарулăхĕ пирки калаçма «Хыпар» издательство çурчĕн «Тăван Атăл» журналĕн редакторĕ Арсений Тарасов тата Юрий Артемьев литературовед тата филологи наукисен докторĕ хутшăнĕ. «Çавра сĕтел» авăн уйăхĕн 15-мĕшĕнче 10 сехетре пуçланĕ.
Вера ТИТОВА.
Комментари хушас