Çав хăрушă тапхăра асрах тытмалла

22 Çĕртме, 2021

«Вăрçă пуçланнă!» текен хыпар ухă йĕппи евĕр кашни çын чĕрине тăрăннă. Вăл пур киле те хуйхăпа ырату илсе кĕнĕ. Çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕ — Астăвăмпа хурлану кунĕ. Çак кун эпир Тăван çĕршывăн аслă вăрçи пуçланнине аса илетпĕр. 80 çул каялла пулса иртнĕ пулин те паян та çынсен куçĕсем шывланаççĕ.

Çак пулăма халалласа Шупашкарти Çар мухтавĕн палăкĕ умне чечек хучĕç. Ку мероприятие ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев, Раççей Геройĕ Евгений Борисов, РФ Патшалăх Думин депутачĕсем Алена Аршинова, Николай Малов, Анатолий Аксаков, Леонид Черкесов, Игорь Моляков, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем, министрсем, çар çыннисем, ветерансем, хула çыннисем хутшăнчĕç. Вĕсем вăрçăра пуç хунисене асăнса пĕр минут шăп тăчĕç. Çар ветеранĕ Владимир Шиманов та çак куна хурланса кĕтсе илет. «Вăрçă пуçланнă кун эпĕ тăваттăри ача кăначчĕ. 1942 çулта аттене фронта илсе кайрĕç. Ăна ăсатса яни куç умĕнче. Шел те, вăл вăрçăран таврăнаймарĕ, 1944 çулта пуç хунă. Унăн вил тăпри çине кайса курас ĕмĕтпе пурăнатăп. Вăрçă вĕçленнине пĕлсен эпир, шăпăрлансем, урама тухса савăннăччĕ. Çĕнтерӳ кунĕ маншăн паянхи кун та чи пысăк уяв. Çĕнтерĕве çывхартассишĕн эпир те тӳпе хывнă. Вăрçăра пуç хунисене, алла пăшал тытса тăшманпа кĕрешнисене, тылра ырми-канми ĕçленисене ялан асра тытмалла», — терĕ Владимир Ильич.

Сăмах май, çак пулăма асра тытса «Çĕнтерӳ» паркра «Астăвăм çурти», «Çĕнтерӳ шевлисем» тата Хĕрлĕ тӳремре «Асра тытăр, çынсем!» акцисем иртнĕ.

Ĕнерех Сăрпа Хусан чиккисене тума хутшăннисене халалланă моточупăва хутшăнакансем çула тухрĕç. Вĕсем Куславкка районĕнчи Аслă Куснар ялне çитнĕ. Унта палăк çĕкленекен вырăнта митинг иртнĕ.

www.hypar.ru  Василий КУЗЬМИН сăн ӳкерчĕкĕсем кунта...
 

Рубрика: 

Комментари хушас