Çамрăксене ытларах тимлĕх уйăрмалла

28 Нарăс, 2023

«Терроризм пропагандинчен обществăн амантма çăмăл сийĕ, çак шутра çул çитменнисем, ытларах шар кураççĕ», — палăртрĕ ЧР цифра министрĕ Михаил Степанов.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çумĕнчи терроризмпа кĕрешекен комиссин черетлĕ ларăвĕнче антитерроризм контенчĕпе тĕллевлĕн тата анлăн усă курассипе çыхăннă ыйтусене сӳтсе яврĕç.

Ларура палăртнă тăрăх, республикăн ĕç тăвакан влаç органĕсем çакăн евĕрлĕ контентсене хатĕрлес тĕлĕшпе нумай çул ăнăçлă ĕçлесе пуян опыт пухнă. Массăллă информаци хатĕрĕсенче тата патшалăх органĕсен порталĕнче мĕн пур шайри влаç, право хуралĕн тытăмĕсен, общество тата тĕн организацийĕсен терроризмпа, экстремизмпа кĕрешес тĕлĕшпе туса пыракан ĕç-хĕлне туллин çутатаççĕ.

Пĕлтĕр, сăмахран, массăллă информаци хатĕрĕсенче экстремизм тата терроризм профилактикин ыйтăвĕсемпе — 400 ытла, халăхсен туслăхне çирĕплетес, обществăри тăнăç хутшăнусене йĕркелес тĕлĕшпе 1570 яхăн статья кун çути курнă. Министр палăртнă тăрăх, материалсене хатĕрленĕ чухне хаçат вулакансен, радио итлекенсен, телевизор пăхакансен ӳсĕм, психологи уйрăмлăхĕсене шута илнĕ, информацие сарнă чухне хальхи самана ыйтакан технологи мелĕсемпе усă курнă.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев терроризм тата экстремизм профилактики енĕпе пурнăçлакан информаци ĕç-хĕлĕн тухăçлăхне ӳстерес тĕллевпе ЧР Культура, Вĕрентӳ, Спорт, Ĕçлев, Цифра министерствисене, муниципалитетсен администрацийĕсене антитерроризм контентне хатĕрлеме хушрĕ. Çак ĕçе пурнăçланă чухне Украинăри радикаллă тытăмсен терроризм тĕллевĕсене уçса парассине тĕпе хума сĕнчĕ. Ку материалсене интернетра анлă сармаллине, малашне профилактика ĕç-хĕлĕнче усă курмаллине палăртрĕ. Çавăн пекех республика ертӳçи çамрăксен хушшинче профилактика ĕçне вăйлатмалли çинчен каларĕ.

www.hypar.ru

Рубрика: 

Комментари хушас