Çамрăк кĕрешÿçĕсем тупăшнă

26 Ака, 2021

Муркаш районĕнчи «Сывлăх» спорт шкулĕнче Раççей Геройĕн Евгений Борисовăн Кубокĕшĕн шкул ачисен хушшинче ирĕклĕ кĕрешӳ турнирĕ иртнĕ.

Спорт мероприятине Аслă Çĕнтерӳ палнăранпа 76 çул çитсе пынине халалланă. Унта Шупашкар хулинчен, Красноармейски, Хĕрлĕ Чутай, Етĕрне тата Патăрьел районĕсенчен пурĕ 120 çамрăк кĕрешӳçĕ тата «Сывлăх» спорт шкулĕнче ăсталăхне туптакан 45 çын хутшăннă. Мепроприятин паллă хăнисен хушшинче ирĕклĕ кĕрешӳпе тĕнче класлă СССР спорт мастерĕ, Раççей чемпионĕ, Европа чемпионачĕн кĕмĕл призерĕ Иван Григорьев та пулнă.

www.hypar.ru cap.ru

Рубрика: 

Комментари хушас