Çамрăк архитекторсем музей проектне тăваççĕ

10 Чÿк, 2021

Паян архитекторсем Куславкка районĕнчи Куснар çывăхĕнче çĕкленекен астăвăм комплексне çитсе курчĕç. Вĕсем строительство епле пынипе паллашрĕç.

Объектра ĕç вĕçленсе пырать. Гранит плита сармалла, территорие хăтлăлатмалла, электрохатĕрсем вырнаçтармалла т.ыт. Ĕçе тепĕр уйăхран вĕçлемелле. Чăваш Енĕн тĕп архитекторĕ Алена Протасевич каланă тăрăх, тепĕр çул комплекс çумĕнче музей тума пуçлĕç, пулас музейăн проектне çамрăк архитекторсем тăваççĕ. Надежда Шмелева архитектор шухăшĕпе музей астăвăм комплексĕн пĕр пайĕ пулса тăмалла, вăл унпа çыхăнуллă та килĕшÿллĕ пулмалла. Музейре хальхи технологисемпе тунă экспозицисем, виртуаллă выставкăсем, халăх пурнăçне сăнлакан экспонатсем тĕпре пулмалла.

www.hypar.ru Андрей Михайлов сăн ÿкерчĕкĕсем кунта...
 

Рубрика: 

Комментари хушас