Çăмăллăхсен шучĕ хушăнчĕ

21 Раштав, 2023

Кĕçнерникун Патшалăх Канашĕн черетлĕ XXIII сессийĕ иртрĕ. Унăн кун йĕркинче пĕтĕмпе те сакăр ыйту кăна пулчĕ. Çав шутра депутатсем ултă саккун проектне ырларĕç.

Сессие ПК спикерĕ Леонид Черкесов уçрĕ, сăмах илсе парламентăн кăçалхи саккун кăларас ĕçне кĕскен пĕтĕмлетрĕ. Çулталăк пуçланнăранпа 99 саккун йышăннă. Тĕп документсен шутĕнче Леонид Ильич бюджет саккунне асăнчĕ, хысна социаллă тăкаксене тĕпе хунине пысăка хурса хакларĕ. Çавăн пекех саккун кăларас ĕçре ача амăшĕпе ачалăх, сахал тупăшлă çемьесем тĕлĕшпе тимлĕх пысăк. Çав шутра — нумай ачаллă çемьесене çĕр лаптăкĕ вырăнне укçа тӳлес йĕркене вăя кĕртни.

Ятарлă çар операцине хутшăнакансен, вĕсен çемйисен çăмăллăхĕсене саккунсемпе çирĕплетнĕ. СВОна хутшăнакансене — тӳлевсĕр çĕр лаптăкĕпе, пилĕк тата ытларах ачаллисене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтермеллли çăмăллăхсен пĕлтерĕшĕ пысăк. Леонид Черкесов нумаях пулмасть салтак килсе тав тунине аса илтерчĕ. Отпуск панă-мĕн — тăван ене килнĕ, сертификат илнĕ — хваттер туянать. Çийĕнчен спикер парламентарисем — предприятисен пуçлăхĕсем — СВОри ентешсене пулăшмалли ыр кăмăллăх акцийĕсене хастар хутшăннине çирĕплетрĕ, вĕсене çакăншăн тав турĕ.

Патшалăх Канашне йĕркеленĕренпе çитес çул 30 çул çитет те — Леонид Черкесов çак самант çинче те чарăнса тăчĕ, юбилее сумлă шайра паллă тумалли çинчен каларĕ. Çывхаракан çулталăкри пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăм — Президент суйлавĕ. ПК Председателĕ сасăлав уççăнлăхне, легитимлăхне тивĕçтересси регион парламентарийĕсенчен те килнине палăртрĕ, суйлавра пурне те паян ĕçлекен Президент тавра чăмăртанма чĕнсе каларĕ.

www.hypar.ru
 

Комментари хушас