Брест крепоçĕнчи тăпра Шупашкарта упранĕ
Чăваш Ене «Брест-Иркутск» авточупăва хутшăнакансем килсе çитрĕç. Вĕсем çу уйăхĕн 8-мĕшĕнче Брест крепоçĕ патĕнче савăнăçлă пуху иртнĕ хыççăн çула тухнă. Чи малтан Минскпа Борисов хулисенче чарăннă. Раççейри чи пĕрремĕш хула — Смоленск. Унтан Мускавра, Ржевра, Владимирта, Чулхулара чарăннă.
Авточупу ертӳçи Алексей Манец каланă тăрăх, хуласенче вĕсене ăшшăн кĕтсе илеççĕ. «Эпир хуласенчи паллă вырăнсене çитсе куратпăр, шкул ачисемпе тĕл пулатпăр. Пире валли экскурсисем те йĕркелеççĕ. Мĕн авалтан Раççейпе Беларуç Республики туслă пурăннă, вăрçă вăхăтĕнче те пирĕн атте-асаттесем çума-çумăн тăрса тăшманпа кĕрешнĕ», — терĕ вăл. Шупашкарта хăнасем «Çĕнтерӳ» комплекспа паллашнă, палăк умне чечек хунă. Унтан Чăваш кадет корпусĕнче пулчĕç. Вĕсем Чăваш наци музейне Брест крепоçĕнчен илсе килнĕ тăпрана пачĕç. Брест хулинчи музей валли Сăр чиккинчи тăпрана парса ячĕç. Чăваш Енри вăрçăпа çар ветеранĕсен канашĕн председателĕ Генрих Васильев каланă тăрăх, çак авточупу тăванла халăхсене, икĕ çĕршыва пĕтĕçтерет, тĕрлĕ наци çыннисене туслаштарать.
Автомобилистсем Хусан, Ижевск, Тюмень, Омск, Красноярск хулисенче пулĕç. Çул çӳрев Иркутскра вĕçленĕ. Вĕсем Байкал кӳлли патне Брест çĕрне илсе çитерес тĕллевлĕ. Автоçулçӳрев пĕтĕмпе 15 пин километра тăсăлĕ. Ку авточупăва вĕсем Брест крепоçне хӳтĕленĕренпе — 80 çул, «Брест крепоçĕ» асăну комплексĕ уçăлнăранпа 50 çул çитнине халалланă. Сăмах май, Брест крепоçне хӳтĕленĕ çĕре чăваш çыннисем те сахал мар хутшăннă.
www.hypar.ru Ирина КОШКИНА сăн ӳкерчĕкĕcем кунта...
Комментари хушас