А.Н. Боголюбова халалланă палăк вырăнне палăртассишĕн ирттернĕ сасăлав вĕçленнĕ

«Уçă хула» порталта А.Н. Боголюбов çарпуçне халалланă палăка ăçта вырнаçтарасси пирки сасăлав ирттернĕччĕ. Шупашкарта пурăнакансен сĕннĕ вырăнсенчен пĕрне суйлама тивнĕ. Акă сасăлав вĕçленнĕ те.
Сасăлакансенчен 795 çын /53,9%/ çак палăка «Çĕнĕ хула» микрорайонти шкул умне вырнаçтарма сĕнет. 623-шĕ /42,24%/ çакăн валли «Салют» Культура керменĕ аван тесе шухăшлать. 57 çын вара /3,86%/ хăйсен сĕнĕвне палăртнă: Çĕнтерӳ паркĕ, Кадет скверĕ, «Садовый» микрорайон, ЧПУ çĕнĕ корпусĕ умĕнче.
Пĕтĕмпе сасăлава 1475 çын хутшăннă.
Сăмах май, Александр Николаевич Боголюбов Шупашкарта 1900 çулта çуралнă. Граждан тата Тăван çĕршывăн Аслă вăрçисене хутшăннă. Вăл — генерал-полковник, Совет Союзĕн Геройĕ, совет тата ют çĕршыв наградисене чылай тивĕçнĕ. Ун ячĕпе Шупашкарти Кăнтăр поселокĕнчи урам, Ашмарин урамĕнчи 28-мĕш шкул, Гродно хулинчи урам хисепленет.
www.hypar.ru Фото og21.ru
Комментари хушас