Бассейнсен ĕç-хĕлне пăхса тухма каланă

9 Чÿк, 2020

Тунтикунсерен ирттерекен канашлура ЧР Пуçлăхĕн пĕлтĕрхи раштавăн 2-мĕшĕнче кăларнă указне пурнăçлас ыйтăва пăхса тухрĕç. Сăмах ачасен сывлăхне çирĕплетесси — вĕсене шывра ишме вĕрентесси — пирки пырать.

Спорт министрĕ Василий Петров пытармарĕ: указ пур, анчах пĕр муниципалитет та ăна пурнăçлас ĕçе пикенмен. Чăрмавсен шутĕнче — районсемпе хуласенчи бассейнсенчен нумайшĕн медицина енĕпе ĕçлемелли лицензисем çукки. Хăш-пĕр бассейн юсавсăрри те вăрттăнлăх мар. Спорт министерстви хăй енчен тумаллине пĕтĕмпех пурнăçланă — специалистем валли вĕренӳ курсĕсем йĕркелени таранах.

Олег Николаев лицензипе, ыттипе çыхăннă ыйтусене вăраха ямасăр татса памалли пирки асăрхаттарчĕ.

www.hypar.ru
 

Рубрика: 

Комментари хушас