«Атăлçи тĕл пулăвĕсем» — çамрăк журналистсен лапамĕ

4 Çу, 2021

Çак кунсенче Атăл леш енчи «Росинка» физкультурăпа сывлăх центрĕнче Чăваш Республикин цифра аталанăвĕн, информаци политикипе массăллă коммуникаци хатĕрĕсен министерствин тата Раççей Федерацийĕн çамрăк журналисчĕсен Лигин пулăшăвĕпе Пĕтĕм тĕнчери çамрăксен массăллă информаци хатĕрĕсен тата киностудисен «Атăлçи тĕл пулăвĕсем» фестивалĕ иртет.

Асăннă проект кун çути курнăранпа кăçал 31 çул çитрĕ. Çак хушăра фестивальте 10 пине яхăн ачапа çамрăк пулса курнă. Кăçал кунта Раççейĕн 37 регионĕнчен 150 ытла пултаруллă çамрăк килсе çитнĕ. Вĕсем фестивальте пĕр-пĕрин опычĕпе паллашаççĕ, çавра сĕтелсене, дискусси лапамĕсене, тĕрлĕ конкурса, семинарсемпе тренингсене, пресс-конференцисене, професиллĕ журналистсемпе кинематографистсем ирттерекен ăсталăх класĕсене хутшăнаççĕ, хаçат кăлараççĕ, радиокăларăмсем, теледневниксем, киноĕçсем хатĕрлеççĕ, культура тата ӳнер ĕçченĕсемпе, ача-пăча пултарулăх ушкăнĕсемпе тĕл пулаççĕ тата ытти те.

Çу уйăхĕн 3-мĕшĕнче «Атăлçи тĕл пулăвĕсем» фестивальте Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев, цифра аталанăвĕн, информаци политикипе массăллă коммуникаци хатĕрĕсен министрĕ Кристина Майнина, вĕрентӳпе çамрăксен политикин министрĕ Алла Салаева, культура, национальнăç тата архив ĕçĕсен министрĕ Светлана Каликова та пулса курчĕç.

Çамрăк журналистсем Чăваш Ен Пуçлăхĕпе тĕл пулнипе усă курса ăна тĕрлĕ ыйту пачĕç. Çитĕнекен ăру Олег Николаевăн ачалăхĕпе те, республикăри ĕçсемпе те кăсăкланчĕ. «Сирĕн пурнăçра Атăл мĕнле вырăн йышăнать?», «Çамрăксем Чăваш Енри аслă шкулĕсенчех вĕренччĕр тесен мĕн тумалла?», «Кивĕ Правительство çурчĕпе мĕн тума палăртатăр?», «Критикăна мĕнле йышăнатăр?», «Эсир хăçан та пулин Раççей Президенчĕн аллине чăмăртасси пирки ĕмĕтленме пултарнă-и?», «Сире кинора ӳкерĕнме сĕннĕ пулсан мĕнле сăнара калăпланă пулăттăр?» — çак тата ытти ыйтăва Олег Алексеевич туллин те тĕплĕ хуравлама тăрăшрĕ.

www.hypar.ru Вера Шумилова сăн ÿкерчĕкĕсем
 

Рубрика: 

Комментари хушас