«Астăвăм сачĕ» акци иртрĕ
Ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче «Астăвăм сачĕ» акцие хутшăнса студентсем, волонтерсем, шкул ачисем, тĕрлĕ министерствăра тăрăшакансем Атăл леш енчи вăрманта хыр хунавĕсем лартрĕç. Унта ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев та хутшӑнчӗ.
— Йывăç лартасси — ырă кăмăллă, пархатарлă ĕç. Ача чухне асаннепе пĕрле хам та нумай йывӑҫ лартнă. Халь тăван тăрăха таврăнсан çак йывăçсем тымар илсе ӳснине куратăп та мăнаçлăх туйăмĕ çуралать. Çак ĕçе ачасене явăçтарни те питĕ усăллă, мĕншĕн тесен çитĕнекен ăрăва тĕрĕс воспитани парасси — практикăра туса пынă ĕç, — терĕ республика ертӳçи.
Пуçтарăннисене малтанах хунавсене мӗнле тӗрӗс лартмаллине ӑнлантарчӗҫ. Ҫак ӗҫе Шупашкар лесничествин директорĕ Василий Богданов ирттерчĕ.
— Ултă çултан çак хунавсем пĕр метр çӳллĕш ӳсмелле, унтан эпир вĕсене вăрманлă çĕре куçарăпăр. Вăрманçăсем вĕсене сăнасах тăрĕç, çум курăкран тасатĕç, тĕрлĕ чиртен сыхлĕç тата ытти те. Çак мероприятие тĕрлĕ ӳсĕмри çынсем те хутшăнни питĕ савăнтарчĕ, — терĕ вăл.
«Астăвăм сачĕ» акцие Чăваш Енре пурăнакансем хастар хутшăнаççĕ. Хăрушă тăшманпа çапăçса паттăррăн пуç хунă тăванĕсен ячӗпе йывӑҫ лартма пултараççĕ вĕсем.
www.hypar.ru Василий Кузьмин сăн ÿкерчĕкĕсем кунта...
Комментари хушас