Асăрханулăх йĕркине пăхăнмалла

9 Юпа, 2020

Коронавирус инфекцийĕ сарăлассипе кĕрешес енĕпе ĕçлекен оперативлă штабăн черетлĕ ларăвĕ иртhĕ. Ăна ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пычĕ.

Вăл тимлĕхе çухатмалла маррине, асăрхануллă пулмаллине палăртрĕ. «Дезинфекци тумаллине, маска тăхăнмаллине, гигиенăна пăхăнмаллине манмалла мар. Çак йĕркене пăхăнсан эпир пĕтĕм йывăрлăха çĕнтерĕпĕр», — терĕ Олег Алексеевич.

Сывлăх сыхлав министрĕ Владимир Степанов пĕлтернĕ тăрăх, чирлекенсен йышĕ кăштах ÿснĕ. «Хальхи вăхăтра пин ытла çын чирлет, вĕсенчен саккăрăшĕ — ача. 28 çын ИВЛ аппаратпа сывлать. 67 çын реабилитаци тухаççĕ. 320 пин çын грипран прививка тунă», — терĕ вăл. Чирлекенсем тупăннипе Пăрачкаври шкулта вĕренекенсене /414 ача/ каникула янă.

Роспотребнадзорăн Чăваш Енри управленийĕн пуçлăхĕ Надежда Луговская пĕлтернĕ тăрăх, чирлекенсен хушшинче ватă çын нумай, вĕсем изоляци йĕркине пăхăнмаççĕ. «Пневмонипе апратакансен шучĕ 12 процент ÿснĕ. ОРВИпе уйрмах Шупашкарта чылайăн чирлеççĕ», — терĕ Надежда Феофановна. Роспотребнадзор ĕçченĕсем 75 вĕренÿ учрежденине тĕрĕсленĕ, 64-шĕнче çитменлĕхсем тупса палăртнă. Столовăйсенче дезинфекци вăхăтра тумаççĕ, апатлану графикĕ правилăпа килĕшсе тăмасть. Специалистсем автобус-троллейбуссене те тĕрĕсленĕ: водительсене перчеткесемпе, антисемпитксемпе тивĕçтермен, пассажирсен 50 проценчĕ маска тăхăнмасть. Рейдсем вăхăтĕнче пĕтĕмпе 139 протокол çырнă.

www.hypar.ru

Андрей МИХАЙЛОВ.

Рубрика: 

Комментари хушас