Ăнăçлă çемье - общество тĕрекĕ...

8 Утă, 2021

Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче "Атăлçири ăнăçлă çемье" конкурса пĕтĕмлетрĕç.

Шупашкарта иртнĕ финалта 14 регионти çемьесем тупăшнă. Çĕнтерÿçĕсемпе призерсене РФ Президенчĕн Атăлçи округĕнчи полпречĕн заместителĕ Олег Машковцев, ЧР Министрсен кабинечĕн председателĕн çумĕ - вĕрентÿ министрĕ Алла Салаева, Чăваш митрополичĕ Савватий владыка, РФ Патшалăх Думин депутачĕ Анатолий Аксаков, Григорий Гладков композитор тата ыттисем чысларĕç.

Тĕп парнене Пермь облаçĕнчи 22 ачаллă Абакшинсем тивĕçрĕç. Иккĕмĕш вырăна Шупашкарти Львовсем тухрĕç. 25 çул пĕрле пурăнакан мăшăрăн çемйинче 9 ача çитĕнет.

Львовсен ачисем ташлас-юрлас пултарулăхпа палăрса тăраççĕ, канмалли кунсене савăнăçлă ирттерме тăрăшăççĕ, уявсемпе менелниксенче те килте концерт лартаççĕ.

АНДРЕЙ МИХАЙЛОВ.

www.hypar.ru Тĕплĕнрех сăн ÿкерчĕкĕсем...

Рубрика: 

Комментари хушас