Алла Салаева - Ҫамрӑксен наукӑпа техника куравӗнче

12 Çĕртме, 2021

Паян Атӑл леш енчи "Буревестник" кану базинче "Ҫамрӑксен наукӑпа техника пултарулӑхӗн" куравӗ пулчӗ. Вӑл "Ҫамрӑксен хули - 2021" форумпа килӗшӳллӗн иртет.

Унта ЧР Вӗрентӳ министрӗ Алла Салаева, И.Н. Ульянов ячӗллӗ университетӑн ректорӗ Андрей Александров, ҫавӑн пекех ЧР Вӗренӳ институчӗн ректорӗ Юрий Исаев хутшӑнчӗҫ.

Куравӑн тӗп тӗллевӗ - федерацин Атӑлҫи округӗнче вырнаҫнӑ регионсенчи ҫамрӑксен инновациллӗ наукӑпа техника пултарулӑхне хавхалантарасси.

Ун хыҫҫӑн "Чӑваш Республикинчи студентсен "Иволга-2021" ҫамрӑкен форумне хутшӑнмалли малашлӑхӗ" ҫавра сӗтел иртрӗ.

www.hypar.ru Татьяна ИШМУРАТОВА сăн ÿкерчĕкĕсем кунта...

Рубрика: 

Комментари хушас