Александр Васильев «Мода кĕвви» кураври çи-пуçпа хăй паллаштарчĕ
Паян Чăваш наци музейĕнче мода историкĕн Александр Васильевăн «Мода кĕвви» куравĕ уçăлчĕ. Ку ĕç — регионсен хушшинчи наци çи-пуçĕн «Ĕмĕрсен ытарайми ахахĕ» фестивалĕн юлашки тапхăрĕ. Аса илтеретпĕр, ăна Чăваш автономи облаçне йĕркеленĕренпе 100 çул çитнине халалланă.
Александр Васильев «Мода кĕвви» курав çĕршывăн тĕрлĕ хулине çитнине, çакăнти капăр çи-пуç хăйне евĕрлĕхĕпе пин-пин çынна тыткăнланине палăртрĕ. Кураври тумтире тĕнче шайĕнче ят-сум çĕнсе илнĕ сцена ăстисем — Алла Пугачева, Тамара Гвердцители, Аида Ведищева, Валентина Толкунова, Лайма Вайкуле, Лолита Милявская, Вера Брежнева, Ани Лорак, Кристина Орбакайте... — валли ятарласа çĕленĕ. Александр Васильев кĕпесене ыйтса илме çăмăлах пулманнине каларĕ. Вăл Чăваш Ене виççĕмĕш хут килчĕ. Сăмах май, унăн çывăх тăванне Екатерина Нестеровăна сăнланă картина Чăваш патшалăх ÿнер музейĕнче упранать.
Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев çак курав Чăваш Ен çыннисемшĕн парне пулни çине пусăм турĕ. Чăваш çи-пуçĕнче наци тĕрри-эрешĕпе усă курнине, шăпах çакă ĕлĕкхипе хальхине çыхăнтарнине палăртрĕ.
Марина ТУМАЛАНОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.
Комментари хушас