Аксаковпа Салаева — Дума депутачĕсем

21 Авăн, 2021

ЧР Тĕп суйлав комиссийĕ паян лару ирттерсе Патшалăх Думин депутачĕсен республикăри суйлавĕн кăтартăвĕсене çирĕплетрĕ.

Партисен кĕрешĕвĕнче «Пĕрлĕхлĕ Раççей» çĕнтернĕ — уншăн суйлавçăсен 37,18% сасăланă. Иккĕмĕш вырăна сасăсен 22,51% пухса коммунистсем йышăннă. Унтан — «Тĕрĕс Раççей» /14,91%/, либерал-демократсем /6,79%/, «Çĕнĕ çынсем» /5,71%/.

Пĕр мандатлă 37-мĕш Канаш суйлав округĕнче «Тĕрĕс Раççей» представителĕ Анатолий Аксаков мала тухнă — суйлавçăсен 41,64% хăйсен сассисене уншăн панă. 38-мĕш Шупашкар суйлав округĕнче сасăсен 39,63% илсе Алла Салаева çĕнтернĕ. Аксаковпа Салаева паянтан — Дума депутачĕсем. Алла Леонидовнăн вице-премьер — министр полномочийĕсене пăрахмалла, çапла тумашкăн унăн пилĕк кун пур.

ТСК ларăвĕн паянах каç кӳлĕм иртмелли иккĕмĕш тапхăрĕнче ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсен суйлавĕн кăтартăвĕсене çирĕплетĕç — регион парламентĕнче камсем пуласси уçăмланĕ.

Сăмах май, Дума депутачĕсем тенĕрен, ТСК членĕсем «официаллă мар» калаçура палăртнă тăрăх, Раççей парламенчĕн аялти палатин çĕнĕ йышĕнче Чăваш Енĕн тăватă представителĕ пулĕ. Вĕсенчен виççĕшĕ — хĕрарăмсем. Пĕр мандатлă округсенчен суйланнă, çӳлерех асăннă депутатсемсĕр пуçне Думăра Чăваш Ен интересĕсене партисен списокĕсем тăрăх суйланнă Алена Аршиновăпа /«Пĕрлĕхлĕ Раççей»/ Ирина Филатова /РФКП/ хӳтĕлĕç. Анчах партисен списокĕсемпе çыхăннă сасăлав кăтартăвĕсене Раççей Тĕп суйлав комиссийĕ çирĕплетет — унăн йышăнăвне кĕтмелле, çавăнпа та вĕсем пирки депутатсем темешкĕн кăшт кăна тăхтар.

www.hypar.ru
 

Комментари хушас