5110 çын ĕç шырать

10 Кăрлач, 2022

Чăваш Республикин ĕçлев тата социаллă хӳтлĕх министерстви ĕç рынокĕнчи лару-тăрăва тишкернĕ.

Кăрлачăн 10-мĕшĕ тĕлне республикăра ĕçсĕр 5110 çынна регистрациленĕ. Ĕçлекенсемпе танлаштарсан ку 0,85 процентпа танлашать. Çулталăк пуçланнăранпа 34 830 çынна ĕçе вырнаçтарнă, вĕсен шутĕнче сусăррисем — 560.

РФ Правительстви пĕлтĕрхи чӳк уйăхĕн 15-мĕшĕнче çирĕплетнĕ постановлени тăрăх, ĕçсĕррисем илекен чи пысăк пособи — 12 792 тенкĕ, чи пĕчĕкки — 1500. Малтанхи виçĕ уйăхра ĕç укçин 75 процентне тӳлеççĕ, ун хыççăнхи виçĕ уйăхра — 60 процент, анчах 5 пинрен ытла мар.

www.hypar.ru

Комментари хушас