50% — сахал-и е нумай-и?

21 Раштав, 2023

Патшалăх Канашĕн черетлĕ XXIII сессийĕн кун йĕркинчи пĕрремĕш ыйтăва шăпах вĕсем сăлтавланă: пĕрремĕш вице-премьер — финанс министрĕ Михаил Ноздряков налук йĕркелĕвĕ çинчен калкан саккуна кĕртме сĕнекен улшăнусемпе паллаштарчĕ.

Вĕсем тĕрлĕ категорие çăмăллăхсем парассине пырса тивеççĕ. Чи малтанах — çар ĕçĕсен ветеранĕсене. Вĕсен транспорт налукĕн 50% танлашакан çăмăллăх пулĕ – 150 лаша вăйĕ таран пĕр автомобиль тĕлĕшпе. Финанс министерстви шутласа пăхнă: çак çăмăллăхпа 20 пин çын патнелле усă урма пултарĕ, çавна май бюджетăн тухса ӳкекен тупăшĕ çулталăкра 28,3 миллион тенкĕпе танлашĕ.

Тепĕр çăмăллăх бизнеса пырса тивет. Тирпейлекен производствăсем, наука тĕпчевĕсемпе ĕçлекен бизнес паян ансатлатнă йĕркепе тӳлекен налукăн пĕчĕклетнĕ виçипе усă курать — çак çăмăллăх вăхăчĕ вĕçленет. Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх субъекчĕсем, Экономика аталанăвĕн министерстви ăна тăсма сĕннĕ. Министр çак вăхăта тата виçĕ çуллăха тăсасси çинчен пĕлтерчĕ.

Предприятисемпе организацисем вĕрентӳ, культура учрежденийĕсене паракан пурлăхшăн налук вычечĕпе усă курасси – республикăшăн çĕнĕ çăмăллăх. Вычет виçи пурлăх хакне кура унăн 50-90% чухлĕ пулĕ. Çăмăллăхпа усă курас тесен вĕрентӳ организацийĕсене паракан пурлăхăн çулталăкри виçи 50 миллион тенкĕрен иртмелле мар. Культура учрежденийĕсем тĕлĕшпе ку виçене 15 миллион тенкĕпе чикĕленĕ.

Саккун проектне тавлашмасăр йышăнасса кĕтнĕччĕ — апла пулмарĕ: «Тĕрĕс Раççей» фракци представителĕсем пĕри те тепри çар ĕçĕсен ветеранĕсене транспорт налукĕн 50% чухлĕ кăна çăмăллăх панипе кăмăлсăрланчĕç. Михаил Ноздряков палăртнă тăрăх, ыйтăва парламентăн тивĕçлĕ комитетĕнче тишкернĕ — комитетăн ларăва хутшăннă 11 членĕнчен 10-шĕ ветерансене налукăн çурринчен хăтарассишĕн сасăланă. Вăл 100% танлашакан çăмăллăхпа инвалидсем, Геройсем, СВОна хутшăнакансем усă курнине аса илтерчĕ. Çакă транспорт налукĕн 1,1 миллиард тенкĕлĕх калăпăшĕн /ку укçа туллин Çул-йĕр фондне каять/ 12% танлашкан çухату кӳрет — бюджет 143 миллион тенкĕ илсе çитереймест.

Игорь Молякова çак аргументсем те витереймерĕç. Вăл иккĕленмест: бюджетра çăмăллăхсем валли укçа пур. Шупашкарти Лапсар тăкăрлăкне йĕркене кĕртме уйăрса сая яма, Сад микрорайонĕнчи шкула туса пĕтерме малтан пăхнинчен çĕр-çĕр миллион тенкĕ ытларах тăкаклама укçа тупăннă-çке... Анчах сессисенче йышĕпе пĕчĕк фракцисем вăл е ку ыйту тавра çивĕч калаçу çĕклени – сывлăша хумхатнă пек кăна. Ку хутĕнче те çаплах пулчĕ: парламент сасăсен пысăкрах шучĕпе 50%-лă çăмăллăха çирĕплетекен саккун проектне ырларĕ.

www.hypar.ru
 

Комментари хушас