5 шкулта тата пĕр садикре чирлеççĕ

25 Авăн, 2020

Паян ЧР Правительство çуртĕнче коронавирус инфекцийĕ сарăлассине чарас енĕпе йĕркеленĕ черетлĕ оперштаб ларăвĕ иртрĕ. Ăна ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пычĕ.

Усал çак чир сарăлас енĕпе республикăра лару-тăру пĕрешкелтерех тăрать. Чирлекенсем ытларах — Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар, Улатăр хулисенче, Шупашкар, Етĕрне, Комсомольски районĕсенче. Чир ытларах малтанхи пекех аслă ăрурисемпе ватăсене аптăратать. Ачасем шкула кайнăранпа виçĕ эрне иртрĕ. Иртнĕ эрнере республикăра 5 шкулта тата пĕр садикре коронавируспа чирлисене тупса палăртнă. Çавăн пекех Шупашкарта «Малютка» ача çуртĕнче çак чирпе чирлекене шута илнĕ. Иртнĕ эрнере те тĕрĕслекен ятарлă ушкăнсем халăх йышлă пуçтарăнакан вырăнсенче тĕрĕслевсем ирттернĕ. Калăпăр, Шупашкарта «Волжский» кинотеатрта пулнă. Телее, йĕркене пăснă тĕслĕхсене тупса палăртман. Вăрнар районĕнчи 1-мĕш шкулта пуçламăш классенче вĕренкенсене хальлĕхе совхоз-техникумăн столовăйĕнче апатлантараççĕ. Анчах кунта вирус инфекцийĕ лекесрен сыхланмалли йĕркесене пăхăнмаççĕ-мĕн. Поварсем перчеткесемсĕрех ĕçлеççĕ, дизинфекци тумаççĕ… Тĕплĕнрех — «Хыпар» хаçатăн черетлĕ кăларăмĕнче.

www.hypar.ru

Роза ВЛАСОВА.

Рубрика: 

Комментари хушас