14 проект çĕнтернĕ
Президент гранчĕсен 2021 çулхи пĕрремĕш конкурсне пĕтĕмлетнĕ.
Çĕнтерӳçĕсен йышне çĕршыври 2 пин проект кĕнĕ. Çав шутра — Чăваш Енрен 14-ăн.
Палăртмалла, пирĕн республикăран конкурса пĕтĕмпе 91 проект хутшăннă. 7 055 781 тенке тивĕçнĕ çамрăксен коммерцилле мар организацийĕсем çаксем: Шупашкарти волонтер центрĕ, Хаваслисемпе пуçаруллисен клубĕ /КВН/, Çĕнтерӳ волонтерĕсем, Çамрăксен социаллă ĕç адаптацийĕн «Перекресток» центрĕ, Республикăри «Действуй» волонтер центрĕ, Чăваш енĕн православи ыркăмăллăхçисем.
Пулăшăва тивĕçнĕ проектсем нарăс уйăхĕн 1-мĕшĕнчен ĕçе пуçăнĕç.
Комментари хушас