100 çулхи юбилее 100 ăста хутшăннă

14 Çурла, 2020

Чăнах çапла. Сăмах Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа 100 çул çитнĕ ятпа халăх промыслисен маçтăрĕсен Пĕтĕм Раççей шайĕнче йĕркеленĕ конкурсĕн пĕрремĕш тапхăрĕнче çĕнтернисене чыслассипе çыхăннă.

Чыслав ЧР Суту-илÿпе промышленноç палатинче иртрĕ. Мероприятие ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев, ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — экономика аталанăвĕн министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Дмитрий Краснов, ЧР Суту-илÿпе промышленноç палатин президенчĕ Игорь Кустарин, республикăри пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхе аталанма пулăшас енĕпе ĕçлекен бизнес-инкубаторăн ертÿçи Василий Викторов, Раççейĕн чикĕ леш енчи хутшăнăвĕсен ассоциацийĕн генеральнăй секретарĕн заместителĕ, Франципе Раççей партнерлĕхĕн президенчĕ Марина Коростелева хутшăнчĕç.

Олег Алексеевич тата хăнасем кураври экспозиципе кăсăкланса паллашрĕç. «Сирĕн аллăрпа тунă сувенирсем, ытти ĕç чунăрăн ăшшипе пуянланнă. Çавăнпа вĕсем питĕ кăмăллă, ырă, кашнийĕ хăйĕн патне илĕртет, — терĕ регион ертÿçи. — Чунăра парса ĕçленинчен хăвăр та киленĕç илтĕр ĕнтĕ. Çак туйăм тепĕр чухне сувенирсене сутса укçа ĕçлесе илнинчен те хаклăрах тесе шухăшлатăп».

Конкурс çĕнтерÿçисене çак номинацисемпе — «Чăваш Енĕн чи çамрăк ремесленникĕ», «Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа 100 çул çитнине халалланă сувенир», «Туристсем валли хатĕрленĕ сувенир», «Чăваш Енри чи лайăх ремесленник» — чысларĕç.

www.hypar.ru

Надежда СМИРНОВА. Василий КУЗЬМИН сăн ÿкерчĕкĕсем кунта...

Рубрика: 

Комментари хушас