Наталья кĕмĕл медаль илнĕ

24 Авăн, 2015

Сентябрĕн 21-23-мĕшĕсенче Китайра йывăр атлетика енĕпе ăмăрту иртнĕ. Унта çĕнтернĕ спортсменсем Рио-де-Жанейрăра 2016 çулта иртекен Олимп вăййисене хутшăнма пĕр утăм çывхараççĕ.

Раççей чысне Сергей Петров, Дмитрий Хомяков, Алексей Юфкин тата пирĕн ентеш Наталья Хлесткина хÿтĕленĕ. Турнир 10 виçе категорийĕнче иртнĕ. Çĕнтерÿçĕсемпе призерсене укçан хавхалантарнă. Раççей спортсменĕсен йышĕнче Наталья Хлесткина помост çине пĕрремĕш тухнă. Икĕ енлĕ кĕрешÿре вăл 220 килограмм пухма пултарнă. Çапла пирĕн ентеш пьедесталăн иккĕмĕш картлашки çине хăпарнă. Ылтăн медале Китай спортсменки çĕнсе илнĕ. Ноябрь уйăхĕнче АПШра Олимп вăййисен квалификаци тапхăрĕ иртĕ.

Рубрика: