«Нарспи» çĕршывсене çыхăнтарать

18 Çу, 2015

Наци библиотеки тĕнче шайĕпе йĕркеленĕ «Нарспи» поэмăна вулатпăр» проекта пурнăçа кĕртсе пырать. Ăна Константин Иванов çуралнăранпа 125 çул çитнине халалланă.

Проектăн географийĕ пурне те тĕлĕнтерĕ: Раççей, Китай, Франци, АПШ, Швеци, Кувейт, Перу, Германи, Англи, Турци, Испани, Мексика, Канада, Австрали, Ирланди, Греци, Иордани, Австри, Венгри, Финлянди, Тайланд тата ытти те - пурĕ 25 çĕршыв. Акцие хутшăннисен йышĕнче - чăваш культурин Францири ассоциацийĕн президенчĕ Ольга Николаева тата ассоциаци секретарĕ Ольга Барбье, Китайри Дали хулинчи «Пуэр-бар» кафе директорĕ Андрей Кудрин, Норвегири куçаруçă Гуннар Вэрнесс тата Швецири куçаруçă, редактор тата издатель Микаэль Нюдаль.

Чăваш Енре пурăнакансем те хастарлăх кăтартнă. «Нарспи» поэмăна вулама ЧР культура министрĕн заместителĕ Татьяна Казакова, Наци библиотекин директорĕ Светлана Старикова тата унти ĕçченсем, Наци телерадиокомпанийĕн тата «Чăваш Ен» ПТРК журналисчĕсем, Вырăс драма театрĕн актерĕсем Лариса Былинкина, Александр Тырлов, Николай Горюнов, вĕрентекенсем, студентсем хутшăннă. Проектра уйрăмах палăрнисем - Санкт-Петербургри Чăваш наци культура автономийĕн хастарĕсем. «Нарспи» поэмăна вулама вĕсен 18 представителĕ хутшăннă.

Рубрика: