Наркотиксем: кĕрешÿ вăйланать
РФ Наркотĕрĕслев службин Чăваш Енри управленийĕн пуçлăхĕ Евгений Барсуков генерал-майор массăллă информаци хатĕрĕсен ĕçченĕсемпе тĕл пулчĕ, ведомствăн 2014 çулхи ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ, журналистсен ыйтăвĕсене хуравларĕ.
Генерал-майор палăртнă тăрăх - республикăра наркологи лару-тăрăвĕ çивĕчлĕх кăларса тăратмасть, право хуралĕн органĕсем наркотиксен саккунсăр çаврăнăшне куçран вĕçертмеççĕ. Пĕлтĕр диспансера наркологи учетне пĕрремĕш хут тăратнă çынсен шучĕ те чылай чакнă. Малтанхи çул 28-ăн пулнă-тăк, 2014 çулта - 21. 528 çынна /виçĕмçул - 444/ пĕрремĕш хут профилактика учетне илнĕ. Çак кăтартусем лайăх енне улшăннин сăлтавĕ - наркотĕрĕслев органĕсене çĕнĕ ĕç шанса пани. Федерацин 313-ФЗ саккунĕпе килĕшÿллĕн йĕрке хуралĕн ĕçченĕсен халĕ наркотиксемпе усă куракансене сипленме, реабилитаци тата ресоциализаци курсĕ тухма хистемешкĕн ирĕк пур.
- Сывлăх сыхлавĕн, шалти ĕçсен органĕсемпе тата судсемпе пĕрле пурнăçланă ĕç-хĕл 61 çынна диагностика, профилактика е медицина реабилитацийĕ витĕр кăларма май килчĕ. Ку пуçламăшĕ кăна-ха, - терĕ управлени пуçлăхĕ.
Сăмах май, Çĕрпÿри 7-мĕш колонире 800 яхăн хĕрарăм ларать. Вĕсенчен наркомансем - 600 ытла çын. Раççейре ĕçлесе юсанмалли тата сипленмелли çакăн йышши учреждени урăх çук. Евгений Николаевич каланă тăрăх - хальхи вăхăт тĕлне 17 хĕрарăм ирĕке тухнă. Вĕсенчен пиллĕкĕшĕ республикăран кайнă. «Вĕсемпе колонирех, ирĕке тухма вăхăт çитиччен çур çул малтан, психологсем ĕçлеме пуçлаççĕ. Кайран та куçран вĕçертмеççĕ. Ĕç вырăнĕ тупма, обществăна хăнăхма пулăшаççĕ. Анчах, пусарсах калатăп, вĕсене йĕркеллĕ пурнăçа каялла таврăнма питĕ йывăр. Наркоманирен вĕçне çитиччен сывалса çитме çук. Хăçан та пулсан çак синкер авăрне тепĕр хут лекес хăрушлăх питĕ пысăк», - пĕлтерчĕ Е.Барсуков.
Юлашки вăхăтра Интернетра наркотиксемпе çыхăннă информаци питĕ нумай. Çул çитменнисем вĕсене çăмăллăнах тупса вулама пултараççĕ.
- Интернет-технологисем аталанса пыраççĕ. Ачасен аллинче - çĕнĕ йышши техника хатĕрĕсем. Çапла майпа вĕсем çăмăллăнах социаллă сетьсене, форумсемпе чатсене хутшăнма пултараççĕ. Çĕнĕ наркотиксем /«спайс», «микс» т.ыт.те/, вĕсен «сиенсĕрлĕхĕ» пирки шăпах çавăнтан пĕлеççĕ. Интернетра çырнине ĕненсе, наркотик саракансен чеелĕхне ăнкарса илеймесĕр çамрăксем серепене лекеççĕ. Çакă çĕнĕ психоактивлă синтетика хатĕрĕсем çул çитмен çамрăксен хушшинче сарăлнин тĕп сăлтавĕ пулса тăрать те, - уçăмлатрĕ Евгений Барсуков.
Маларахри çулсенче республикăра дезоморфин наркоманийĕ анлă сарăлнăччĕ. Телее, ку инкекпе наркополицейскисем ăнăçлă кĕрешеççĕ иккен. Юлашки пилĕк çулта Чăваш Республикинчи право хуралĕн органĕсем наркопритонсем йĕркелекенсене тата тытса тăракансене тупса палăртса явап тыттарас тĕлĕшпе курăмлă ĕçленĕ. Асăннă тапхăрта 272 преступление уçса панă. Çак шутран Наркотĕрĕслев управленийĕн тÿпи - 74 процент е 202 преступлени.
- 2013 çултанпа дезоморфина асăрхаманпа пĕрех. Акă 2012 çулта çак наркотике 320 грамм туртса илнĕ, 2013 çулта - 1 грамм, пĕлтĕр - 0,024 грамм. Çак цифрăсем республикăра дезоморфин наркоманийĕ çухалса пынине кăтартаççĕ. Раççей Федерацийĕнче те ку енĕпе пĕтĕмĕшле лару-тăру лăпкă. Çулсерен наркопритонсен шучĕ чакса пырать, - палăртрĕ генерал-майор.
Управлени пуçлăхĕн сăмахĕсене Чăваш Енĕн Сывлăх сыхлав министерствин кăтартăвĕсем те çирĕплетеççĕ. Малтанхи çулсенчипе танлаштарсан республикăри аптека учрежденийĕсем кодеинлă препаратсене пилĕк хут сахалрах сутнă.
- Иккĕленместĕп, Чăваш Енри право хуралĕн органĕсемпе пĕрле ĕçлесе çĕнĕ йышши синтетика наркотикĕсене те «çăварлăхлăпăр», - терĕ Евгений Николаевич. - Пĕлтĕр Интернет урлă асăннă наркотиксене саракан преступниксен икĕ пĕрлĕхне /Самойловпа Горбатин/ тата темиçе ушкăна тĕп турăмăр. «Суд сакки» çине 36 çынна ăсатрăмăр. Вĕсем наркотик сутса 6,4 млн тенкĕ тупăш илнине çирĕплетекен фактсене тупса палăртнă, 11 килограмм тĕрлĕ йышши синтетика наркотикне туртса илнĕ. Çапла майпа «наркомафие» 20 млн тенкĕ ытла «сăтăр» турăмăр, 40 пине яхăн доза «палăртнă вырăна» çитеймерĕ. Ку енĕпе малашне те тĕллевлĕн ĕçлĕпĕр-ха.
Тĕлпулăвăн иккĕмĕш пайĕнче Евгений Николаевич журналистсен ыйтăвĕсене хуравларĕ.
- Юлашки вăхăтра халăхра «Наркотĕрĕслев управленийĕн тивĕçĕсене Шалти ĕçсен министерствине параççĕ» текен сас-хура çÿрет. Ĕненмелле-и вĕсене?
- Хальлĕхе нимĕнле хушу та пулман. Мĕнле ĕçленĕ - çавăн пек ĕçлĕпĕр малашне те. Тепĕр тесен, çĕршыв ертÿçин йышăнăвĕсене сÿтсе явма пирĕн ирĕк çук. Эпир хамăрăн ĕçе тăватпăр, тĕллевсене тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлатпăр.
- «Ăçта вилĕм сутнине пĕлтер» тата ытти акци ирттереççĕ. Наркотиксен сиенĕ çинчен асăрхаттаракан тĕрлĕ реклама нумай. Усси пур-и вĕсенчен?
- Рекламăпа питĕ асăрхануллă пулмалла. Вăл хирĕçле те ĕçлеме пултарать. Уйрăмах çамрăксемпе тимлĕх ытларах кирлĕ. Вĕсем - темĕн те пĕлме юратакан йыш. Ĕнер наркотиксем çинчен нимĕн те илтмен тейĕпĕр. Паян - пĕлчĕ. Çавăнтах тутанса пăхас туйăм çуралма пултарать. Чылайăшĕ наркотик сиенсĕр тесе шухăшлать. «Пĕрре тутанса пăхатăп та, чарăнатăп», - тет. Чăннипе вара апла мар. Наркоманирен тĕппипех сывалса çитме çук. Çавăнпах профилактика мероприятийĕсене медицина ĕçченĕсене, наркологсене явăçтаратпăр.
«Хĕрÿ лини», ытти телефон çине килекен шăнкăравсем... çурри патнелле тĕрĕс тейĕпĕр. Анчах вĕсене кашнинех вырăна тухса тĕрĕслеме тивет. Çапах та усси те çук мар.
- Наркомансене вăйпа сипленме вырнаçтаратпăр терĕр. Кама чăрмантараççĕ вĕсем, пурăнччăр...
- Мĕнле пулса тухать-ха? Пĕр кунлăх доза туянма виçĕ-тăватă пин тенкĕ кирлĕ. Укçа вара çук. Ăçтан тупмалла? Меслечĕ пур: пуян çемьесенчи ачасене çулăхаççĕ. Пĕрремĕш хутĕнче айвансене сăйлаççĕ, иккĕмĕшĕнче вара укçа ыйтаççĕ. Юлашкинчен вĕсене пулăшма шантарса хăйсем те пая кĕреççĕ. Пĕр наркоман çулталăкра вунă çынна наркомани авăрне сĕтĕрсе кĕме пултарать. Хăвăрах шутласа пăхăр: вĕсене вăхăтра сиплемесен, чармасан общество вăйпитти çулсенчи миçе çынна çухатма пултарать?
- Республикăри вĕренÿ учрежденийĕсенче вĕренекенсем наркотиксемпе усă курнине тĕрĕслеççĕ-и?
- Пур çĕрте те мар. Хăрушлăх пысăк пек туйăнакан шкулсенче тестсем ирттереççĕ.
- Пĕр вăхăтра тĕп хулара унта та кунта «Наркомансене е ĕçкĕçсене сиплетпĕр» йышши пĕлтерÿсем курăнкаларĕç. Чăнлăх пур-и вĕсенче?
- Çакăн йышши организацисем Чăваш Енре регистрациленнĕскерсем мар. Вĕсем çынсене пуçтарса урăх регионсене илсе каяççĕ, тÿлевсĕр ĕçлеттереççĕ. Урăхла каласан - «ĕçпе сиплеççĕ имĕш». Тĕп хула районĕсен администрацийĕсен ертÿлĕхĕсем çак пĕлтерÿсене пĕтерес тĕлĕшпе тухăçлă ĕçлеççĕ.
Мероприяти савăнăçлă самантпа вĕçленчĕ. Евгений Барсуков массăллă информаци хатĕрĕсене управлени ĕç-хĕлне туллин тата тĕрĕс çутатнăшăн, наркотиксемпе кĕрешес ĕç-хĕле курăмлă тÿпе хывнăшăн Тав çырăвĕсемпе чысларĕ.
Валентина БАГАДЕРОВА
Комментари хушас