Наркокурьера явап тыттарнă

20 Утă, 2016

Полицейскисем шкул ачинчен 50 грамм ытла спайс туртса илнĕ.

Шупашкарти каçхи шкулта вĕренекен 17 çулти çамрăка, наркокурьер пек ĕçлесе илме ĕмĕтленнĕскере, «йĕплĕ карта» леш енне ăсатма йышăннă. Суд ăна саккуна пăсса наркотик сутма хатĕрленнĕшĕн виçĕ çул та пилĕк кунлăха воспитани колонине ăсатнă.

Наркотĕрĕслев службин Чăваш Енри управленийĕн ĕçченĕсем çамрăка пĕлтĕрхи раштав уйăхĕнче тытса чарнă. Ухтарнă май полицейскисем ача çумĕнче 15 полимер хутаç тупнă. Вĕсенче — спайс, 42 грама яхăн. Кунсăр пуçне тата çамрăк хатĕрленĕ вăрттăн вырăнта 10 грама яхăн асăрханă.

Следовательсем тĕпчесе палăртнă тăрăх — шкул ачи раштавăн 21-22-мĕшĕсенче тĕрлĕ вырăнтан /вĕсен тĕлне ăна паллă мар çын Интернет урлă пĕлтернĕ/ 50 грамм ытла наркотик илнĕ. Малаллахи ĕç планĕпе килĕшÿллĕн сиенлĕ çав хутăша çамрăкăн сутмалла пулнă. Анчах право хуралĕн ĕçченĕсем саккуна хирĕçле ĕç-хĕле чарса лартнă.

Хальхи вăхăтра 17 çулти çамрăк тĕлĕшпе çав статьяпах çĕнĕ уголовлă ĕç пуçарни паллă. Тĕпчев пырать.

И.СЕРГЕЕВА.

Рубрика: