Налукçă коммерсантпа каварлашнă

19 Пуш, 2014

Следстви комитечĕн республикăри управленийĕн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ ĕçсене тĕпчекен пайĕ Шупашкар хулин налук инспекцийĕн пай пуçлăхĕн çумĕ тата вырăнти коммерци организацийĕсенчен пĕрин директорĕ тĕлĕшпе айăплав тăратнă. Вĕсене взятка илнĕшĕн тата панăшăн айăплаççĕ.

Следстви версийĕпе килĕшÿллĕн инспекци пуçлăхĕн çумĕ фирма директорне юридици вăйĕнчи тытăмсен тата уйрăм предпринимательсен пĕрлехи реестрĕнчи кăрартусене панă, çавăн пекех канашсемпе пулăшнă, фирма сотрудникĕсем граждансене, юридици вăйĕнчи тытăмсене налуксемпе çыхăннă пулăшу ĕçĕсем панă чухне хÿтлĕх кÿнĕ. Паллах, ахаль мар, çакăншăн пĕлтĕрхи чÿк уйăхĕнче тата пуш уйăхĕнче коммерсантран 5-шер пин тенкĕ взятка илнĕ.

Правăна хирĕçле çак тĕслĕхе ШĔМĕн экономика хăрушсăрлăхĕн тата коррупципе кĕрешекен пайĕпе пĕрле тăрă шыв çине кăларнă. Айăпланакансене тытса чарнă ĕнтĕ, вĕсем тĕлĕшпе килти арест мелĕпе усă курнă.


Н.ДМИТРИЕВ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.