Наци телекуравĕпе "Хыпарçăсем" ток-шоу эфира тухĕ

17 Çу, 2017

Паян Чăваш Енĕн Наци библиотекинче Наци телекуравĕн çĕнĕ телекăларăмне - "Хыпарçăсем" ток-шоуна - эфира кăларма çырнă.

Чăваш чĕлхине упраса хăварса аталантарас темăна уçса пама чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем, ăслăлăх ĕçченĕсем, ЧНК президиумĕн пайташĕ, журналистсем, студентсем, библиотека ĕçченĕсем хутшăннă.

Кăларăма НТРК директорĕн заместителĕ Александр Магарин ертсе пынă. Унăн çумертÿçисем пулса "Хыпар" издательство çурчĕ директорĕн-тĕп редакторĕн заместителĕ Геннадий Максимов тата радиожурналист, "Халăх шкулĕ" журналăн ĕçченĕ Олег Прокопьев хутшăннă.

Малтанласа палăртнă тăрăх, "Хыпарçăсем" ток-шоу çу уйăхĕн 27-мĕшĕнче 18 сехетре эфира тухмалла.

www.hypar.ru

 

 

Теги: 
Автор: 

Комментари хушас