Наци стратегин программи республикăра пурне те тивĕçтерет-и?
Ачасене аталанма майсем туса пама 2017-мĕш çулччен наци стратегийĕн программи ĕçлет. Унпа килĕшÿллĕн шкулта вĕренекенсене вĕри апатпа, пысăк çемьере çитĕнекенсене çăмăллăхсемпе, тăлăхсене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтермелле. Унсăр пуçне пепкесене садике вырнаçтармалла. Республикăра программа ăнăçлă пурнăçланать, анчах ку лăпланса лармаллине пĕлтермест.
«Чăваш наци телевидени — Чǎваш Ен»