Наци музейĕнче - голографи тĕлĕнтермĕшĕсем

30 Утă, 2015

Мĕнпе кăна тĕлĕнтермест иккен хальхи пурнăç. Питĕ хăвăрт аталанать, кашни кунах çĕнĕ идейăсем çуралаççĕ, çĕнĕ технологи. Унччен шухăшлама пултарайман пулăмсене те халĕ çынсем пурнăçа кĕртеççĕ, тĕнчене тĕлĕнтереççĕ. Июлĕн 16-мĕшĕнче, акă, Чăваш наци музейĕнче питĕ кăсăклă голографи куравĕ уçăлчĕ. Ăна Санкт-Петербург патшалăх оптика институчĕн физикĕсем хатĕрленĕ.

Голографи мĕн тени пулать-ха? Вăл - хальхи ăслăлăхăн тата малта пыракан технологисен питĕ пысăк çитĕнĕвĕ. Голограммăсем пулăшнипе халĕ япаласене калăпăшлă ÿкерме те май пур иккен. Тĕслĕхрен, пĕр-пĕр çырлана пĕтĕм калăпăшлă картина туса кăтартма пулать, çавăнпа сирĕн умăрта картина мар, кантăк ăшĕнче чăн-чăн çырла выртнă пек курăнать. Анчах та картина йĕри-тавра пăхсассăн та - çырла валли вырăн тупаймастăр. Çавăн пек тĕлĕнмелле япаласем пирĕн Чăваш наци музейне килнĕ. Кунта эпĕ асăнакан ахаль çырласем мар - Санкт-Петербургри Эрмитаж экспоначĕсен тата тĕрлĕ япаласен калăпăшлă картинисем.

Тĕслĕхрен, "Три Грации", "Трехглавый дракон", "Ваза Попурри" /Эрмитаж экспоначĕсем/, "Мадонна", "Храм Христа Спасителя" тата ытти картинăсене те курма питĕ кăсăклă. "Волк в лесу" ÿкерчĕке сăнаса пăхсассăн чăн-чăн кашкăрпа курнăçнăнах туйăнать. Питĕ хăрушă, анчах питĕ илемлĕ, кăсăклă. Ытти картинăсем те чунра тĕрлĕ туйăм çуратаççĕ. "Белка и фазан" картинăра пĕр енчен пăхсассăн пакшана куратăн, тепĕр енчен - хир чăххине. Тĕлĕнмелле! Мана уйрăмах "Танцующие" текен картина питĕ кăмăла кайрĕ. Кунта ÿкернĕ хĕрсем чăннипех ташланăн курăнаççĕ.

Ман шутпа, çакăн пек тĕлĕнтермĕшсене килсе курни пуриншĕн те питĕ усăллă. Наци музейĕнчи курав сентябрĕн 6-мĕшĕчченех ĕçлет.

 

Линда ВЛАДИМИРОВА.

Автор сăнÿкерчĕкĕ

Рубрика: