Линда ВЛАДИМИРОВА

30 Утă, 2015

Наци музейĕнче - голографи тĕлĕнтермĕшĕсем

Мĕнпе кăна тĕлĕнтермест иккен хальхи пурнăç. Питĕ хăвăрт аталанать, кашни кунах çĕнĕ идейăсем çуралаççĕ, çĕнĕ технологи. Унччен шухăшлама пултарайман пулăмсене те халĕ çынсем пурнăçа кĕртеççĕ, тĕнчене тĕлĕнтереççĕ.

21 Утă, 2015

Константин Иванова халалласа Турцире те конференци иртнĕ

Пурнăçра тем те курăн тесе ваттисем ахальтен каламан. Лайăххи те, япăххи те тĕл пулать. Эпĕ, Тутарстанри чăваш ялĕнче ÿссе çитĕннĕ хĕрача, пурнăçăмра çавăн пек кĕтмен çитĕнÿсем пуласса пĕрре те шухăшламан. И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультетĕнче пĕлÿ илекенскере мана кăçал пурнăç ăнсăртран питĕ пысăк шанăç пачĕ. Турцие вĕренме чĕнсе пирĕн пата йыхрав ячĕç, факультетран икĕ студента ют çĕршыва кайма ирĕк пачĕç.