Наци кросĕ - спортпа туслисен уявĕ
25 Sep, 2016 | Спорт | Наци кросĕ

Пĕтĕм Раççейри чупу кăçал хулари чи илемлĕ вырăнта - Анне палăкĕ умĕнче - иртрĕ.

Спорт уявне ватти-вĕтти, ашшĕ-амăшĕпе вĕсен пепкисем, тĕрлĕ предприяти-организаци ĕçченĕсем, шкул ачисемпе студентсем, çамрăк спортсменсемпе сывă пурнăç йĕркин хастарĕсем пухăнчĕç. Пурĕ - 16 пине яхăн çын. Вĕсене Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, ЧР физкультурăпа спорт министрĕ Сергей Шелтуков, Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков, РФ спортăн тава тивĕçлĕ мастерĕ, Олимп вăййисен кĕмĕл призерĕ Олимпиада Иванова /ăмăртăвăн тĕп судйи/ саламларĕç.

- Чăваш Енре спортпа туслă çынсем пурăнаççĕ, кашни виççĕмĕш çын сывă пурнăç йĕркине тытса пырать, вĕсен йышĕ çултан çул ÿссе пырать. Тĕслĕх кăтартакан нумай пирĕн хушăра. Çакнашкал ăмăртусенчех чемпионсем çуралаççĕ. Наци кросне хутшăнни питĕ пысăк çитĕнÿ, - терĕ Михаил Васильевич пурне те ăнăçу суннă май. Вăл та ытти хăнапа пĕрле VIP-чупăва хутшăнчĕ.

Яланхи пекех атлетсем тĕрлĕ дистанцире вăй виçрĕç: çамрăккисем 4000 метра чупрĕç, пĕчĕккисемпе аслисем пĕр çухрăма парăнтарчĕç, ăста спортсменсем валли уйрăм виçе - 6-12 км. «Чи çамрăк спортсмен» ята 2 çулти Вика Михайловăпа Егор Еремеев тивĕçрĕç, 83-ри Леонид Никифоровпа 86 çулти Миранда Кольцовăна та ятарлă парнесемпе чысларĕç.

Андрей МИХАЙЛОВ