Мускаври семинара хутшăннă

3 Нарăс, 2015

Январĕн 29-31-мĕшĕсенче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Мускавра Раççей Федерацийĕн регионĕсен ертÿçисем валли çулленех ирттерекен семинара хутшăннă. Унăн теми - «Ку чухнехи экономикăри тата политикăри кун йĕрки. Регионсенчи чи лайăх тĕслĕхсем». Чăваш Енрен унăн ĕçне çавăн пекех республикăн Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов тата Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков хутшăннă.

Январĕн 29-мĕшĕнче семинарта Раççей Президенчĕ Владимир Путин тухса калаçнă. Унăн сăмахĕн тĕп теми - çĕршыв экономикинчи лару-тăру, экономикăн пĕр тикĕс аталанăвне тата социаллă тăнăçлăха тивĕçтересси, регионсен хальхи тапхăрти пĕлтерĕшĕпе тĕллевĕсем.

Январĕн 30-мĕшĕнче секцисенче ĕçленĕ. Регионсен пуçлăхĕсен секцийĕнче дискуссие Раççей Правительствин вице-премьерĕ Дмитрий Козак ертсе пынă. Регионсен инвестици илĕртÿлĕхне ÿстерес ыйтусене, çак тытăмри чи лайăх тĕслĕхсене сÿтсе явнă. РФ экономика аталанăвĕн министрĕ Алексей Улюкаев хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Ен монохуласене аталантарас, вак тата вăтам предпринимательлĕхе аталантарма ăнăçлă майсем тăвас тĕлĕшпе пухнă опыта лайăх хак панă. Алексей Улюкаев Монохуласене аталантармалли фонд /30 млрд тенкĕ/ малалла ĕçлессине çирĕплетнĕ. 2015 çулта патшалăх енчен пулăшу пама 5 монохулана суйласа илнĕ, вĕсен шутĕнче - Чăваш Республикинчи Канаш хули.

Кĕпĕрнаттăрсен умĕнче çавăн пекех РФ строительство тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕ Михаил Мень, РФ Президенчĕн канашçи Александра Левицкая, РФ Президенчĕ çумĕнчи Предпринимательсен прависене хÿтĕлес енĕпе ĕçлекен уполномоченнăй Борис Титов, РФ финанс министрĕн заместителĕ Леонид Горнин, РСПП президенчĕ Александр Шохин тата ыттисем тухса калаçнă.

Михаил Игнатьев: «Экономикăри паянхи лару-тăрура ирттернĕ семинар чăннипех те вырăнлă. Ĕçтешĕмĕрсен пĕлĕвĕпе опычĕ пирĕншĕн усăллă. Паян Чăваш Енре пĕр шухăшлă çынсен команди ĕçлет, вăл республикăра пурăнакан кашни çыннăн пурнăç пахалăхне ÿстерессишĕн тăрăшать».

Регионсен парламенчĕсен ертÿçисен секцийĕнче регионсенче саккун кăларас уйрăмлăхсене пăхса тухнă. Ку секцие Раççей Президенчĕн Администрацийĕн шалти политика управленийĕн пуçлăхĕ Олег Морозов ертсе пынă.

Раççей Федерацийĕн субъекчĕсен тĕп хулисен сити-менеджерĕсем Президент Администрацийĕн ертÿçин пĕрремĕш заместителĕпе Вячеслав Володинпа влаçăн муниципалитет органĕсен аталанăвĕн чи лайăх тĕслĕхĕсене, вырăнти хăйтытăмлăх реформине, влаç органĕсемпе граждансен хушшинче çыхăнусем йĕркелессине сÿтсе явнă.

Семинара регионсен 280 яхăн ертÿçи хутшăннă.

 

А.ВАСИЛЬЕВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.