Мускаври чăвашсен уявĕ

28 Раштав, 2015

Раççейĕн тĕп хулинчи Нацисен çуртĕнче чăваш çыравçисене халалланă литература каçĕ иртнĕ.

Раççей Президенчĕ çумĕнчи Чăваш Республикин полномочиллĕ представителĕ Леонид Волков Куçма Турханăн, Хветĕр Уярăн, Илпек Микулайăн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа кăтартнă. Сăмах илекенсем паллă çав çыравçăсен «Сĕве Атăла юхса кĕрет», «Хура çăкăр», «Таната» тата «Таркăн» ĕçĕсене тишкернĕ. Уява килнисем Мускаври чăвашсен «Атăл» халăх хорĕн пултарулăхĕпе киленнĕ, тăван халăх çинчен фильм курнă, наци çĕнĕ çи-пуçне хак панă.

Мария РОМАНСКАЯ.

Рубрика: